Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи пирки те паянах шухăшламалла

07 декабря 2011 г.

Ыранхи пирки те паянах шухăшламалла

Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкне Ильич ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçченĕсем япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 815 гектар çинче акса ÿстерчĕç, типтерлĕн те хăй вăхăтĕнче пухса кĕртме пултарчĕç. Пĕтĕм ĕçсене комплекслă майпа туса пыни те ÿсĕм кÿчĕ ĕнтĕ. Хуçалăх хирĕсенче мĕн акса-лартса ÿстернине пĕтĕмпех пухса кĕртсе кĕлетсене хывнă, юр айне юлни çук.

– Тĕш тырă культурисен тухăçĕ уйрăмах савăнтарать,– каласа парать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Федор Аверкиевич Егоров. – Кашни гектартан вăтам шутпа вĕсене 32,8 центнер пухса илме пултартăмăр. «Владимир» урпа вара 60 центнер таран тухăç пачĕ. Сутлăх та, выльăхсем валли те, вăрлăхлăх та ытлă-çитлĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли сĕтеклĕ апатне те, утти-улăмне те кирлинчен ытларах янтăласа хăварма май килчĕ. Пурри çукки мар, хĕлĕн хырăмĕ пысăк тесе ахаль каламан.

Çĕр улмине 80 гектар лартса ÿстернĕ. Унăн тухăçĕ те япăх темелле мар – гектар пуçне вăтамран 162 центнер. 550 тоннине сутса пĕтернĕ ĕнтĕ, вăрлăхлăх та хывса хăварнă.

Хуçалăхра паянхи кунпа кăна пурăнмаççĕ. Çитес çулхи çурхи ĕçсене те хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Акă халĕ вăрлăх хатĕрлес ĕçсем сарăлнă. Хуçалăхра вара ытти хуçалăхсене сутма элита пахалăхлă «Владимир» урпа вăрлăхĕ 400 тонна, «Симбирцит» çурхи тулă вăрлăхĕ 50 тонна, «Конкур» сĕлĕ 20 тонна янтăлама ĕлкĕрнĕ. Вĕсене туянас шухăшлисемпе килĕшÿсем тунă.

Хăш-пĕр çĕрте хирте ĕç шавĕ вĕçленнĕ май, техника хатĕрĕсене хĕллехи управа лартсан механизаторсем алă усса ларасшăн мар. Çавăнпа вĕсем ытти облаçсене стройка ĕçĕсене çÿреме пикенеççĕ. Кайран вара вĕсем çурхи хĕрÿ ĕçсем çитсе килнĕ май хуçалăха таврăнасси ик телейлĕ темелле.

– Эпир ку ыйтăва татса панă темелле,– пĕлтерет тĕп агроном. – Механизаторсем валли хĕл кунĕсенче вырăнта ĕç çук-им вара. Вĕсене вăхăтлăх эпир фермăсенчи, ытти объектсенчи строительство, юсав ĕçĕсене явăçтарма тăрăшатпăр. Апла пулсан кадрсем таçта аякра мар, алă айĕнчех. Çитменнине ака-суха агрегачĕсене юсаса хатĕрлемелли тапхăр та сисĕнмесĕрех çитсе тăрĕ акă.

Минераллă удобренисене вăхăтра тата кирлĕ чухлĕ кÿрсе килессине пысăка хураççĕ хуçалăхра. Ăна кăçал пĕлтĕрхинчен те ытларах, 70 тонна илсе килме килĕшÿ тунă. Чăваш апат-çимĕç фончĕ пулăшать ку енĕпе.

Çапла, ял хуçалăхĕнче кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. «Вăхăт пур-ха, ăçта васкас» тесе ларнипе нимĕн те пулмасть. Çакна аван ăнланаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика