02 декабря 2011 г.
Килсе курăр: музейра – илем тĕнчи
Ватлăх вăхăтĕнче пурнăç тĕссĕрленет тесе пустуй калаççĕ. Çак кунсенче пирĕн музея килсе курсан каларăш чăнлăхпа пĕр килменнине эсир хăвăр та ĕненме пултаратăр. Пирĕн зала икĕ уйăха яхăн ăста художник ÿкерчĕкĕсем илем кÿрсе тăрĕç.
Мăн Сĕнтĕрте çуралса ÿснĕ Валентина Константиновна Бочкарева художник пирки районта кăна мар, республикипех пĕлеççĕ. Ку хутĕнче куравра вăл тунă ÿкерчĕксем кăна мар, унăн ашшĕн ĕçĕсем те пур. К.Г. Гаврилов çут çанталăка сăнласа панипе пĕрлех турăшсем те ÿкернĕ, музыка инструменчĕсем те туса хатĕрленĕ. Валентина Константиновнăн пиччĕшĕн ĕçĕсемпе паллашма та интереслĕ пулĕ: вăл – скульптор, художник. Илем тĕнчине чунпа туйма пĕлекен хĕрарăмăн мăнукĕсем те унăн çулĕпе пыраççĕ. Вĕсем тунă ÿкерчĕксем те сире хăйне май тыткăна илĕç.
Т. Ермолаева,
районти историпе тавра пĕлÿ музейĕн ертÿçи.