Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене тĕрĕсех хускататăр

02 декабря 2011 г.

Нумаях пулмасть Муркашри кирпĕч завочĕпе çывăх вырнаçнă Восточная урамра пурăнакансем коллективлă çырупа тухрĕç. Кунта пурăнакансен «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа татса парайман ыйтусем сиксе тухнă.

Пĕрремĕш проблема вăл – çынсене шывпа тивĕçтересси. Акă мĕн çыраççĕ Восточная урамра пурăнакансем: «Шыв башни кирпĕч завочĕн балансĕ çинче. Шыв мĕн чухлĕ пĕтернине кура Муркашри кирпĕч завочĕ ертсе пыракан компание счет тăратать. Вăл вара ку суммăна пирĕнтен, çакăнта пурăнакансенчен, пуçтарать. Анчах та трасса çинче пăрăх шăтса кайнă вырăнсем пур пулас. Çавна май шыв нумай тăкакланăшăн харпăр хăйĕн счетчик кăтартнинчен те ытларах тÿлеме тивет. Ертсе пыракан компани ертÿçи Н. Любимов шучĕпе пăрăх шăтса кайнă вырăна та пирĕнех шыраса тупмалла, техникине, материалĕсене те илсе килмелле, юсав ĕçĕсене те хамăр шутпах туса ирттермелле имĕш.

Кăçал çу кунĕсенче те ертсе пыракан компанипе кирпĕч завочĕ пĕр чĕлхе тупайманнипе шыв çуккипе сахал мар асаплантăмăр.

Тепĕр проблема – электроэнерги. Трансформатор та, шыв уçламалли башня пекех, кирпĕч завочĕн балансĕ çинче. Завод ноябрь уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса çитес çу кунĕсемччен производствăна чарса лартасшăн. Паллă ĕнтĕ, трансформатора та чараççĕ. Анчах та ку вăл никама та интереслентермест пулас. Пĕтĕм урамра пурăнакансен электроэнергисĕр мĕн курса тăмалла; Вăл шыв мар вĕт, ăна çырмаран бидонпа сĕтĕреймĕн...».

Çавна каласа хăварасшăн. Вырăна тухса чылайăшĕпе калаçусем ирттертĕмĕр. Асăннă урамра пурăнакансем шывпа усă курнăшăн тÿлевсене парса татсан завод ертÿçи шыв парассине чарса лартмастăп тесе шантарчĕ.

Çÿлте асăннă йышши ыйтусем хальхи вăхăтра Восточная урамра пурăнакансен кăна тесен йăнăш пулĕччĕ. Паллă ĕнтĕ, çулла шыв пулманни тĕрĕсех тарăхтарать.

Восточная урамра пурăнакансен асăннă ыйтăвне çулла пĕр вăхăт татса панăччĕ, харпăр хăйсен шыв счетчикĕсене вырнаçтарнăччĕ. Çапах та башньăран мĕн чухлĕ шыв илнипе çынсем шывпа пĕтĕмпе мĕн чухлĕ усă курнин кăтартăвĕсем расна. Çавăнпа та нормăран ытлашши усă курнă шыв виçине кашни çын çине пайласа шутласа панă. Çак пайласа панă шыв виçин шутĕнче хăшĕ-пĕри хăйсен пахчисене шăварса тăни те пулĕ. Н.В. Любимов палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра вара башньăран илнĕ шыв виçипе унпа çынсем усă курни хушшинчи уйрăмлăх çукпа пĕрех.

Электроэнерги тĕлĕшпе те çынсем ыйтусем хускатаççĕ. Электричество кирпĕч завочĕ урлă килет. Каçхи вăхăтра электроэнергие стандартпа пăхнă пек нормăпа илеймеççĕ. Мĕншĕн тесен çĕрлехи вăхăтра электроэнергие «вăрлакансем» те пур пулас. Мĕншĕн-ха çак «кукăр алăсене» пĕрле тытма, тивĕçлĕ органсене пĕлтерме тăрăшмалла мар; Вырăнти ыйтусене ытларах хамăрăн, пĕрлехи вăйпа татса пама тăрăшмалла вĕт. Электроприборсемпе тĕрĕс е тĕрĕс мар усă курнине палăртма инженерсем вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерĕç.

Хальхи вăхăтра Восточная урамра пурăнакансене шывпа тивĕçтерессин тата электроэнерги парса тăрассин проекчĕсене хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ.

Çавна та каласа хăвармалла. Кирпĕч завочĕ хĕллехи вăхăтра ĕçлеме чарăнсан та çынсене шывпа тата электроэнергипе тивĕçтерме пăрахмĕç. Çапла шантарчĕ кирпĕч завочĕн исполнительнăй директорĕ Юрий Иванович Петров.

Юлашкинчен çавна кăна каласа хăварасшăн. Декабрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн сирĕнпе пĕрле РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалла пулать. Апла пулсан пурте суйлава активлă хутшăнар, хамăр сасăсене чăннипех те пирĕншĕн тăрăшакансемшĕн, пирĕн ыйтусене ăнланакансемшĕн парар.

Н. НИКИТИН,

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика