02 декабря 2011 г.
Халĕ, тÿрĕ кăмăллă мар çынсем ку чухнехи техникăпа тата технологисемпе усă курма пултарнă чух, коррупцие хирĕç кĕрешме питĕ кăткăс. Чăваш Енре коррупцие хирĕçле политикăн тĕп шăнăрĕ мĕн-ши; Çакăн пирки Чăваш Республикин юстици министрĕпе Надежда Викторовна ПрокопьевĂпа калаçрăмăр.
– Пирĕн принципиаллă задача – коррупципе кĕрешесси, – палăртнă РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераллă Пухăва янă пĕлтĕрхи Çырăвĕнче. ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн позицийĕ те ку ыйтупа çирĕп. Чăваш Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» тата «Пĕтĕм-пех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕсенче республика Президенчĕ «Чăваш Ен халăхĕн коррупципе çыхăннă кашни çыннах ятран пĕлмелле. Шантаратăп: патшалăх укçи-тенкине вăрлакансем тĕлĕшпе манăн позици улшăнми çирĕп» тата «Пĕтĕм шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекен тÿресен саккунсене пĕр пăркаланмасăр пăхăнмаллине палăртса хăваратăп» тенĕ. Коррупцие асăрхаттарасси тата унпа кĕрешесси, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн «тасалăхĕ», информаци уççăнлăхĕ – Чăваш Енре коррупцие хирĕçле политикăна пурнăçламалли тĕп çул-йĕр.
– Саккунсене пур енлĕ хатĕрлесе çитерменни те коррупцие аталанма пулăшать тенине илтме пулать. Ку тĕлĕшпе малашне мĕнле тимлеме палăртатăр?
– Чăнах та хăш-пĕр нормативлă право акчĕсене йĕркелесе çитермелле. Çапах та саккунсем, тĕпрен илсен, аван ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне Чăваш Енре çĕнĕрен хатĕрлекен тата йышăннă нормативлă право акчĕсем коррупцие хирĕçле экспертиза витĕр тухаççĕ. Ку экспертизăна республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем, проекта хатĕрлекенсем, прокуратура органĕсем, ЧР Юстици министерстви, РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕ ирттереççĕ.
Нормативлă право акчĕсене тата вĕсен проекчĕсене экспертиза тăвасси – çĕнĕ те кăткăс ен. Апла пулин те, ман шухăшпа, коррупцие хирĕçле экспертиза паян – нормативлă право акчĕсенче коррупциогенлă факторсем пуррине палăртмалли курăмлă техника меслечĕ. Чăннипе нормативлă право акчĕ практикăра мĕнле пурнăçланнине тимлĕх уйăрмалла. Çакă – экспертизăн тата пысăкрах шайĕ. Ăна ирттерме специалистсен, уйрăмах юристсен, пысăк квалификаци е ятарлă хатĕрлев пулмалла. Кунта, паллах, никама пăхăнман экспертсен – тÿрĕ кăмăллă граждансен – пулăшăвĕ кирлĕ. Шăпах ĕнтĕ вĕсем саккун положенийĕсем пурнăçра мĕнле ĕçленине пĕлтерни право акчĕсене улăштармалли çăл куç пулса тăрать.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр задача – саккунсене, право акчĕсене йышăнасси кăна мар, вĕсене пурте çирĕп пăхăнассине тивĕçтересси. Енчен те саккун пур енчен те аван, анчах вăл кирлĕ пек ĕçлемест пулсан, лайăх результат ан кĕт. Çавăнпа та Чăваш Республикин тата муниципаллă право акчĕсен коррупцие хирĕçле мониторингĕ питĕ усăллă механизм пуласса шанатăп.
Паянхи кун ЧР Юстици министерстви Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн правăпа усă курассин мониторингĕ çинчен калакан йышăнăвĕн проектне хатĕрлет.
– Надежда Викторовна, коррупци ыйтăвĕсемпе граждансем мĕн шухăшланипе влаç кăсăкланать-и;
– Паллах. Кунсăр пуçне граждансен шухăшĕ, сĕнĕвĕсем – влаç органĕсен коррупцие хирĕçле ĕçĕ-хĕлĕнче чи пĕлтерĕшли. Çак тĕллевпе Чăваш Ен Юстици министерстви обществăлла шухăш-кăмăла тишкерет, социологи тишкерĕвĕсене çулсеренех ирттерет. Вĕсем кăтартнă тăрăх çынсем, хăвăрт мар пулин те, коррупци обществăна аркатнине ăнланма тытăннă. Коррупцие чи вăйлă сивлекенсем – аслă ăру, уйрăмах пенси çулĕсенчи граждансем. Çакă вĕсем социаллă нормăсене унчченхи пекех хакланипе, ку ушкăнри çынсен тупăшĕ сахалраххипе çыхăннă. Ĕçлекен граждансем вара коррупцие паянхи пурнăçăн пĕр пайĕ пек йышăнаççĕ. Виçĕ çулхи статистика кăтартнă тăрăх социаллă статуспа çÿллĕрех граждансем коррупцие чăтăмлăрах йышăнаççĕ. Коррупци укçа-тенкĕ тата пурлăх тĕлĕшĕнчен пысăк тупăшлă çынсен привилегийĕ теме пулать.
– Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсенче коррупцие хирĕç кĕрешессипе мĕнле ĕç пурнăçланать?
– Патшалăх влаç органĕсем – Чăваш Республикин Правительстви, Патшалăх Канашĕ, Тĕрĕслевпе счет палати, министерствăсем, патшалăх комитечĕсем. ЧР Министрсен Кабинечĕ хăйĕн ларăвĕнче нормативлă право акчĕсен проекчĕсене пăхса тухать, Патшалăх Канашĕ саккунсене, çав шутра коррупцие хирĕç кĕрешме хатĕрленисене те, йышăнать.
Асăнса хăвармалла, коррупцие хирĕç тăрас ыйтупа йышăннă право акчĕсен шучĕпе республика Атăл çи федераллă округра пĕрре-мĕш вырăнта. Тĕрĕслевпе счет палати вара – патшалăх укçи-тенкине тĕрĕс тăкакланине тата тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслекен орган.
ЧР патшалăх влаç органĕсене пĕтĕмĕшле илес пулсан, вĕсем пурте нормативлă право акчĕсен коррупцие хирĕçле экспертизине ирттереççĕ. Кунсăр пуçне вĕсенче патшалăх служащийĕсем службăри йĕркене пăхăннине асăрхаса тăракан комиссисем туса хунă; патшалăх служащийĕсен хăйсен тата мăшăрĕсен, çула çитмен ачисен тупăшĕ, пурлăхĕ, куçман пурлăхĕ çинчен сведенисем обязательнăй майпа тăратмалла. Сведени паманнисем е тĕрĕс мар сведени тăратнисем тĕлĕшпе служба тĕрĕслевĕ ирттереççĕ, вĕсене дисциплинарлă явап тыттарма та, ĕçрен хăтарма та пултараççĕ.
Палăртас килет, коррупципе кĕрешес системăна лайăхлатас-çĕнетес тĕллевпе республикăра ЧР Президенчĕ çумĕнчи Координаци Канашĕ туса хунă. Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерессипе тимлекен Координаци Канашĕ те çак задачĕсене пурнăçлать.
– Должноçри çынсем укçалла сутăннă пайăр тĕслĕхсем илсе кăтартма пултаратăр-и?
– Маларах каларăм ĕнтĕ, республикăра патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсем çак киревсĕр пулăмпа – коррупципе – кĕрешессипе пур енлĕн тимлеççĕ. Çак ĕçе право сыхлавĕн органĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса пурнăçласа пыраççĕ.
Акă кăçалхи вунă уйăхра право сыхлавĕн органĕсем суда 109 уголовлă ĕç ярса панă: çав шутран 35 çын тĕлĕшпе ултав тунăшăн, 32-шĕ пирки ют пурлăха ярса илнĕшĕн е салатса пĕтернĕшĕн, 17-шĕ тĕлĕш-пе должноç полномочийĕсемпе тĕрĕс мар тата ытлашши усă курнăшăн, 14-шĕ пирки взятка илнĕшĕн, 18 çын тĕлĕшпе взятка панăшăн. Чăваш Республикин прокуратури патшалăхăн гражданлă тата муниципаллă служба, коррупципе кĕрешмелли çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине палăртас тĕллевпе ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче кăçалхи тăхăр уйăхра саккуна пăснă 2294 тĕслĕхе тупнă. Вĕсене пĕтерес тĕллевпе прокуратура работникĕсем 741 представлени çырнă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн должноçри 624 çынна дисциплинарлă, 94 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Коррупципе кĕрешес ыйтусемпе суда 210 заявлени тăратнă.
– Надежда Викторовна, Чăваш Республикин нормативлă право акчĕсене коррупцие хирĕçле экспертиза ирттерни, сирĕн шутпа, çителĕклĕ-ши, коррупципе кĕрешес енĕпе çĕнĕ мерăсем йышăнма кирлĕ мар-и?
– Паллах, çителĕксĕр. Йышăнакан мĕн пур мерăсемпе пĕрлех чи малтанах пирĕн пурин те ачасене пĕчĕкрен, садикран, шкултан пуçласа, çак ырă мар пулăма чăтма çук туйăма вĕрентсе хăнăхтармалла. Çавăн пекех взяточник, коррупционер тĕлĕшпе савăнмалла мар условисем туса хумалла, калăпăр, вăл пĕтĕмпех – ĕçне, пурлăхне, хисепе – çухаттăр, ун вырăнне обществăра (пĕрле ĕçлекенсенчен, кÿршĕсенчен, юлташĕсенчен) сивлев илтĕр тата саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттăр.
Çынсем патшалăх службинчи ĕç вырăнне çухатасран хăраччăр тата ăна хаклаччăр тесен патшалăх службин авторитетне хăпартмалла, патшалăхăн гражданла тата муниципаллă службăн çирĕплĕхне тата тĕреклетмелле, информаци уççăнлăхне малалла аталантармалла тесе шутлатăп.
Республикăри нормативлă право акчĕсен экспертизине ирттерни коррупцие асăрхаттармалли ытти мелсемпе, саккунсен çирĕплĕхĕпе пĕрле кăна усăллă пулĕ. Çакăнпа пĕрлех республикăн нормативлă право акчĕсенче управлени процесне кăткăслатакан, пурлăх илме хăтланма, взятка илме майсем туса паракан нормăсем пулмалла мар.
Ÿсĕм никĕсĕ – пĕтĕм шайри влаç органĕсемпе граждансем коррупци тĕслĕхĕсене асăрхаттарассипе, коррупци пулăмĕсене пĕтерессипе пĕрлешсе тăрăшни.