02 декабря 2011 г.
Хÿтлĕхшĕн, тимлĕхшĕн – тав
Çак кунсенче «Сывлăх» ФСК-ра Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă анлă пуху иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ю. Тарасова пухăннисене район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
– Районти хуçалăхсемпе организацисем май пур таран тăрăшаççĕ, ĕç калăпăшне, кăтартăвне ÿстерессишĕн, район экономикине пуянлатассишĕн тимлеççĕ. Уйрăмах манăн «Сеспель» организацие ырăпа асăнас килет, – терĕ пухăннисене Лилия Юрьевна. Çавăн пекех инвалидсене паракан çăмăллăхсем пирки районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова тата ыттисем калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Кунтах спорт ăмăртăвĕсем ирттерессине йĕркеленĕ. Инвалидсем пурте пултарулăхпа палăрчĕç.
Çак кун пур çĕрте те инвалидсене халалласа йĕркеленĕ мероприятисем, калаçусем пулса иртеççĕ. Çакăн пек тимлĕх вара инвалидсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ районти инвалидсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ертÿçипе А.Н. Николаевăпа калаçрăм.
– Анна Николаевна, тăватă стена хушшинче пĕчченлĕхре кичеммĕн ларни никама та хавхалантармасть. Акă кунта пурте активлăхпа палăраççĕ, вĕсем самантлăха та пулин йывăрлăх пирки маннă теме пулать. Çавăн пекех район тулашĕнчи мероприятисене тухассине те тăтăшах йĕркелетĕр. Çакăн пирки кĕскен каласа парăр, тархасшăн;
– Чăннипех те пирĕн общество членĕсем – питĕ активлă çынсем. Вĕсем тĕрлĕ меропритяти пуласса кĕтеççĕ, эпир йыхравласан тĕрлĕ ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ.
Пирĕн районта (ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне) 2417 инвалид пурăнать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 2355 çын пулнă. Вăл шутра пĕрремĕш ушкăнрисем – 402, иккĕмĕш ушкăнрисем вара – 897, виççĕмĕш ушкăнра 982 çын, инвалид ачасем 136-ăн. Тимлĕрех пăхсан çак шай пĕчĕкех те мар, вĕсем вара пурте пирĕн çумри, таврари çынсем. Апла пулсан пирĕн вĕсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Хăш чухне ăшă сăмах та эмел вырăнне теççĕ халăхра.
Эпĕ, хам тивĕçе пурнăçланă май, социаллă пулăшу тата ытти ответлă çынсемпе инвалидсем патне киле кайса калаçма тăрăшатăп. Тĕрлĕ çыннăн вара шăпи тĕрлĕрен, ытла та нушаллă çынсем те пур вĕт: синкерлĕхе пула алă-урасăр юлнисем, тарăн чире кайса шкула каяйман ачасем. Çапла вара пĕччен пурăнакан 27 инвалида килте социаллă пулăшу памаллисен учетне илнĕ.
Тĕрлĕ ĕç ирттерме пулăшакансене – район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова, социаллă хÿтлĕх пайĕнче тимлекен Н.П. Петровăна, О.В. Ивановăна тата ытти ĕçченсене манăн тав самăхĕ калас килет. Çавăн пекех А.Н. Кузнецова, Ю.Г. Щеголькова, М.И. Иванова ырăпа асăнас килет. Ĕçĕрсем сирĕн яланах ăнса пыччăр.
Эпĕ вара сăмахăма вĕçленĕ май пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Сывлăха чи пысăк тупра вырăнне хурса хаклăр.
Р. Илларионова
калаçнă.