Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – продуктивлăха ÿстересси

02 декабря 2011 г.

Кун йĕркинче – продуктивлăха ÿстересси

Çак тĕллевпе ĕçлеççĕ паян малашлăха пăхакан, ял хуçалăх производствине аталантарассипе çĕр-шывра йышăннă наци проекчĕпе программăсене пурнăçа кĕртессипе вăй хуракан ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем. Ĕçлеççĕ те ÿсĕм чиккисене çĕнсе пыраççĕ, аталанăвăн çĕнĕ формисене алла илеççĕ. Хĕле кĕрес умĕн тата унăн пĕрремĕш кунĕсенче кам, мĕн тата мĕн чухлĕ ĕçленине тишкересси пулчĕ те иртнĕ эрнере иртнĕ пĕрлехи кун йĕркинче. Çакăнпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çитес суйлава хатĕрленес ыйтусене, ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвне пăхса тухрĕç. «Хамăр ĕçе юратнине эпир пытармастпăр. Çакăнта пире ертсе пыракан специалистсем, хуçалăх ертÿçи хамăрпа пĕрле пулни пирĕншĕн пысăк тĕкĕ. ЧР Президенчĕпе Патшалăх Канашĕ те ял хуçалăх аталанăвĕ çине тимлĕх уйăрни çĕнĕ технологисемпе туслашма ыйтать. Эпир çапла тăватпăр та», – терĕç выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен пĕрлехи кунĕнче канашлăва пĕтĕм-летсе Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕне сăвакансем.

Кăçалхи вунă уйăхра районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем алă усса ларманни официаллă кăтартусенчен аванах курăнать. Çак кун эпир çитнĕ Суворов яч. хис. тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе модернизаци çулĕпе утни курăнчĕ пулсан, каялла утăм тунисем те районта çук мар. Кăтартусем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакнин сăлтавĕ мĕнре, мĕн туса çитереймерĕмĕр, хăш технологие тĕрĕс алла илеймерĕмĕр; Ыйтусем нумай. Вĕсем çине эпир паян тулли хурав параймасан производство чакасси хĕл кунĕсенче те чарăнмĕ. Ку вăл районăн ыранхи кунĕпе çыхăннă.

2011 çулхи кăрлач – юпа уйăхĕсенче районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 100 гектар çĕр пуçне 46,8 центнер аш-какай (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 119,7 процент), 237,3 центнер сĕт (96,5 процент) туса илнĕ. Çакă вăл пĕтĕмĕшле производство çинче те курăнать. Çулталăк пуçланнăранпа хуçалăхсем пĕтĕмпе туса илнĕ продукци те пĕлтĕр-хинчен пĕчĕкех мар. Анчах кунта хăш-пĕр хуçалăхсенче сĕт сăвассипе татса памалли ыйтусем те пур-ха. Çапла вара районти хуçалăхсем кăçал пурĕ 1400,7 тонна (113,1 процент) аш-какай, 7106,3 тонна (91,2 процент) сĕт туса илнĕ. Çак кăтартусем эпир çитсе килнĕ хуçалăхсенче мал туртăмлă пулни Анаткассисемпе Исетерккĕсем аталану çулĕнчен юлманнине, вĕсем хăйсен ĕçĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине çирĕплетсе параççĕ. Суворов яч. хис. хуçалăхра хыçа юлнă 10 уйăхра 198,2 тонна (132,2 процент) аш-какай, 1002,4 тонна (100,4 процент) сĕт сунă. Калăпăшĕпе вĕсенчен пĕчĕкрех Чкалов яч. хис. кооперативра та кăтартусем начар мар. Исетерккĕсем çак тапхăрта 33,5 тонна (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 166,7 процент) аш-какай, 232,8 тонна (108,1 процент) сĕт туса илнĕ.

– Тĕллевĕсем пирĕн те пысăк-ха. Анчах паянхи куна эпир Анаткассисенчен тĕслĕх çеç илетпĕр. Вĕсем пĕр ĕне пуçне сĕт сăвассипе вунă уйăхра 5 пин килограмм урлă иртрĕç пулсан, эпир 3527 килограмм кăна сума пултартăмăр-ха. Выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕпе те эпир хальлĕхе каярах пыратпăр-ха, – терĕ мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ çинче чарăнса Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçи П. Ефимов. Чăнах ĕнтĕ, 479 грамран 611 грама çитме туртăнмалăх пур.

Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн Çатракассинчи ĕне тата сысна фермисенче пулсан хуçалăх çу кунĕсене вăйă-кулăра ирттерменни, хĕл тапхăрне çанă тавăрса хатĕрленни курăнать. Хуçалăх утă та, сенаж та хĕл валли ытлă-çитлĕ янтăланă. Сарайсене дезинфекциленĕ, витесем пĕтĕмĕшле таса. Акă В. Николаевпа Г. Васильев ертсе пыракан Çатракассинчи ĕне тата сысна фермисене кĕрсен кунти сарайсенче сывлăш уçă пулни сисĕнет. Ферма коллективĕсем те хăйĕн ĕçне ответлăха туйса пурнăçлани кашни утăмрах курăнать.

– Сыснасен йышĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахалрах, анчах ăна эпир çывăх вăхăтрах унчченхи шая çитерĕпĕр, çакна валли пирĕн пур условисем те çитеççĕ. Фермăна хĕле хатĕрлесе пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Кулленхи ĕçсене пурнăçласси вара – яланхи ĕç, – терĕ коллектив пурнăçĕпе паллаштарнă май сысна фермин заведующийĕ Геннадий Иванович. Хуçалăхри ĕне ферминче те йĕркелĕх хуçаланать. Районта ăçта мĕнле те, анчах кунта мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ иртнĕ çулхи майлах, ĕнесен кĕтĕвĕ те унчченхи шайрах, сăвăм та кунта хуçалăх çанă тавăрсах укçа-тенкĕшĕн, хуçалăх экономикине вăйлатассишĕн тăрăшни пирки калать.

Çакнашкал ÿкерчĕкре тăрăшуллă коллективра мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 611 грампа, сыснасен 366 грампа танлашнинчен тĕлĕнме кирлех-и;

– Çитменлĕхсене куратпăр, вĕсене пĕтермелли çул-йĕрсене пĕлсе тăратпăр. Ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ пуррине кура ума лартнă тĕллевсене пĕрле сÿтсе явнă хыççăн пурнăçа кĕртме пулатех тесе шутлатпăр, – терĕ фермăсем тĕлĕшпе тимлĕх тилхепине вĕçертмен ертÿçĕ В. Андреев.

Чкалов яч. хис. тата Суворов яч. хис хуçалăхсен ертÿçисен сăмахĕсенчен выльăх патĕнче ĕçлекен Исетерккĕсемпе Çатракассисем ырă малашлăхпа пурăнни курăнать. Продуктивлăх ыйтăвне куç ытамĕнчен вĕçертес марччĕ. Çак тĕллевпе ĕçлеççĕ паян асăннă хуçалăхсенче. Юлсарах пыракансен вĕсенчен тĕслĕх илни те ытлашши пулмĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тĕлĕшпе ĕçсем епле пынине пăхса тăрасси малалла пырать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика