02 декабря 2011 г.
«Ачасемшĕн тăрăшасси – çемьери тĕп ĕç»
«Ачана тивĕçлĕ воспитани паманшăн ашшĕне е амăшне ашшĕ-амăш правинчен хăтарма пултарассине илтнĕ. Район хаçатĕнче те кун пек тĕслĕхсем пирки вуласа пĕлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтармалли сăлтавсем пирки саккунра мĕн çырнă-ши; Тĕплĕнрех пĕлсен аванччĕ».
Редакцие шăнкăравланинчен.
Вулаканăн ыйтăвне уçăмлатса парас тĕллевпе эпир Муркаш район сучĕн председателĕн пулăшаканĕпе Илья Николаевич Захаровпа курса калаçрăмăр.
– Илья Николаевич, саккун тăрăх ашшĕ-амăшĕн правинчен мĕнле сăлтавсене пула хăтарма пултараççĕ;
– Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтармалли сăлтавсене Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕн 69 статйинче палăртнă. Сăлтавĕсем çапла: ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пăрăнни, вăл шутра алимент тÿлессинчен пăрăнни те; ача çуратмалли больницăран (уйрăмран) е тата сиплев, воспитани, социаллă хÿтлĕх паракан тата çакăн евĕр ытти учрежденирен хăйсен ачине шута хумалли сăлтавсăрах илсе каймаççĕ пулсан; ашшĕ-амăш тивĕçĕсемпе йĕркесĕр усă кураççĕ пулсан; ачисемпе хăйсене хаяр тытсан (вĕсене çапни-хĕнени е психика тĕлĕшпе сиен кÿни, ар çыхăнăвне кĕме ирĕксĕрлени); ашшĕн е амăшĕн алкоголь чирĕ вăраха кайнă е вĕсем наркомансем пулсан; ачисен е мăшăрĕн сывлăхĕпе пурнăçне хирĕç преступлени тунă пулсан.
– Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарассине суд татса парать. Район судĕнче кун пек йышăнусем нумай тума тивет-и;
– Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма ашшĕ-амăшĕнчен пĕри, прокурор тата çул çитменнисен прависене хÿтĕлекен органсемпе учрежденисем ыйтма пултараççĕ. Асăннă категорипе çулсерен сахал мар ĕç пăхса тухма тивет: 2009 çулта акă 7 ĕç тишкернĕ пулсан, 2010 çулта – 10 ĕç. Çак хисеп пирĕн районшăн пысăк тесе шутлатăп. Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнисем пурте тенĕ пекех хăйсен ачисене укçа-тенкĕпе пурлăх енчен пулăшу паман. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче ашшĕпе амăшне иккĕшне те ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă.
Пăхса тухнă ĕçсенчен акă мĕн курăнать. Ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа иртĕхни, ниçта та ĕçлеменни, пурăнмалли вырăна таса мар, тирпейсĕр тытни, ачасем валли çимелли тата тăхăнмалли пулманни çакăн патне илсе пырать те.
Акă судри пĕр тĕслĕхре çул çитмен икĕ ача хăйсен ашшĕпе амăшĕ ниçта та ĕçлеменнине, пĕрмай эрех ĕçнине, вĕсене яланах кÿрентернине каласа пачĕç. Хăш чух сивĕ пÿртре те ларма тивнĕ вĕсен – хутса ăшăтман. Киле ют арçын-хĕрарăм час-часах пырса çÿренĕ. Унтах – вăрçса-хирĕçни те. Ÿсĕр ашшĕ вара килтен тухса таракан амăшне шырама ачисене кăларса янă. Çакна чăтса пурăнакан ачасем пуç ыратнипе аптăрама пуçланă, сывлăхĕ хавшак пулнăран ачасем тăн çухатса ÿкни те пулнă. Пĕр ачи хăйĕн çине алă хума та шутланă. Вĕсем ашшĕпе амăшĕ патне таврăнма килĕшменнине пĕлтерчĕç. Çак сăмахсене ачасенчен илтме питĕ йывăр.
– Саккунпа ашшĕ-амăшĕн правине тавăрма пулать-и;
– Каламалла, ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнисен ача тĕлĕшпе право юлмасть, анчах та вĕсен алимент тÿлес явап тухса тăрать. Суд йышăнăвĕ хыççăн тепĕр ултă уйăхран ачана урăх çын усрава илме пултарать (усыновление, удочерение). Çак тапхăрта ашшĕпе амăшĕ юсанса хăйсене ашшĕ-амăшĕ пулма тивĕçлĕ шайра кăтартса пама ĕлкĕрсен вĕсем çухатнă правăна тавăрма суда заявленипе тухма пултараççĕ. Çав ултă уйăхра ачана урăх çын усрама илнĕ пулсан ашшĕ-амăш правине малтанхи ашшĕ-амăшĕ нимĕнле майпа та тавăрма пултараймасть.
– Кун пирки сирĕн пата иск тăратни пулнă-и;
– Ашшĕ-амăш правине каялла тавăрма ыйтса çырнă иск тăрăх юлашки ĕç 2009 çул пуçламăшĕнче çеç пулнăччĕ. Хăвăрах куратăр, шел пулин те, юсанас-тÿрленес текенсем çукпа пĕрех. Ашшĕ-амăшĕ ачисем çине алă сулни вара пĕтĕмĕшле çул çитменнисем преступлени тăвасси çине пысăк витĕм кÿрет. Ашшĕ-амăшĕ ачисене йĕркеллĕ пăхса тăнă пулсан çул çитменнисем тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене сахалрах пăхса тухма тивĕччĕ.
Акă кăçал март уйăхĕнче çул çитмен ача эрех ĕçнĕ хыççăн хăй палланă çынна темиçе хут çĕçĕпе тирнĕ (çынни сурансене чăтаймасăр вилсе кайнă) пирки пуçарнă ĕçе пăхса тухма тиврĕ. Ашшĕ-амăшĕ кăтартакан тĕслĕхсенчен вĕренеççĕ ĕнтĕ ачасем. Кăçал хăйпе пĕрле пурăнакан арçынна (сожитель) çĕçĕпе тирнĕ хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе суд тишкерчĕ. Çав хĕрарăм – сакăр(!) ача амăшĕ – маларах та судпа айăпланнă. Апла пулин те йĕркесĕр пурăнать. Унăн аслă виçĕ ачи те суд тенкелĕ çинче пулса курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
– Суд тенкелĕ çинче ачасем сайра-хутра çеç пулмаççĕ эппин;
– Çул çитменнисем йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ. Пĕлтĕр район сучĕн ачасем тĕлĕшпе пуçарнă 8 ĕç пăхса тухма тивнĕ пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра кăна – 15 ĕç. Апла ку таранччен пурнăçланă ĕçсем эффективлă пулманни куç кĕрет. Çакă çул çитменнисемпе ĕçлессине пур енлĕн вăйлатмалли пирки калать.
Çул çитменнисем тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене район судĕнче пур фактора шута хурса тарăннăн тишкереççĕ. Суд хăйĕн ĕçĕнче воспитани тата профилактика енĕ пысăкрах витĕмлĕ пултăр тесе те тăрăшать. Судăн уçă ларăвĕсене аслă классенче вĕренекенсене те чĕнетпĕр. Акă кăçал çуркунне çапла Муркашри лицейра вĕренекенсем суд ларăвĕнче (çул çитмен ача тĕлĕшпе) пулса курчĕç.
Куратпăр ĕнтĕ, преступлени тăвасси çемьеренех пуçланать. Çавăнпа та пурне те çемье сумне çÿле хăпартма тăрăшмаллине ыйтса калас килет. Ачасемшĕн тăрăшасси, вĕсен воспитанине тивĕçлĕ шайра тытса пырасси – çемьери тĕп ĕç.
Н. Николаева
калаçнă.