Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăн çитес çулхи бюджетне йышăнчĕç

02 декабря 2011 г.

Районăн çитес çулхи бюджетне йышăнчĕç

Район пуçлăхĕн – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн 2011 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчи 15 " йышăнăвĕпе палăртнă пекех, район шайĕнчи депутатсем хăйсен черетлĕ 12-мĕш ларăвне ноябрĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче пухăнчĕç. Пĕрле пухăнса канашласа татса пама кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусен пĕлтерĕшĕпе сумĕ пĕчĕк темелле мар. Кусем вĕсем чи малтанах Муркаш районĕн 2012 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозĕ тата Муркаш районĕн çитес çулхи бюджечĕ çинчен.

Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ вара нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулман. Çавăнпа ĕнтĕ çÿлте асăннă ыйтусене татса парасси те депутатсене хĕрÿ калаçăва чĕнесси малтанах паллă пулчĕ.

Районăн 2012 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн прогнозĕпе райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Симакова паллаштарчĕ. Ыйтусем, сĕнÿсем пулмарĕç мар. Акă «Ударник» хуçалăх ертÿçи Платон Давыдов пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи экономика лару-тăрăвĕпе интересленчĕ. Ытларах чухне халĕ çапла пулса тухать: мĕн чухлĕ продукци ытларах туса илетĕн, çавăн чухлĕ ăна вырнаçтарма йывăртарах. Туса илнинчен ытларах ăна вырнаçтарасси пуç ваттарать.

Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов больницăсенчи койка вырăнĕсем çине сăмах çитсен вĕсен пĕтĕмĕшле шутне чакарманни пирки каларĕ. Сăмах кунта пĕр йышшисене тепĕр йышшисемпе ылмаштарни пирки кăна пулма пултарать. Калăпăр, талăкĕпех выртакансем валли уйăрнисене кăнтăрла кăна выртмаллисемпе. Кунсăр пуçне уйрăм çынсен килĕсенче йĕркеленĕ койка вырăнсем те пур. Тухтăрсем вырăна пырса вĕсене сиплесе тăраççĕ.

Районăн çитес çулхи бюджечĕ пирки район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева каласа пачĕ. Ку тĕлĕшпе те калаçакансем сахал мар пулчĕç темелле. Александр Сидюшкин депутат Муркаш лицейĕн çуртне ача сачĕ валли уйăрас ыйтăва татса париччен ытти пур енсене те тĕплĕн шута илмелли пирки каларĕ.

Налук инспекцийĕн пуçлăхĕ Александр Волков налуксемпе ытти тÿлевсем пухасси кирлĕ шайра пулманнине аса илтерчĕ. Парăм 8 миллион тенкĕ ытла. Предприятисем хушшинче çулталăк хушшинче пĕр пус укçа куçарманнисем те пур.

Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Иванов тухса каларĕ. «Йывăр, çăмăл вара нихăçан та пулман. Мĕн пухса кĕртнине сая яма юрамасть»,– терĕ вăл. Ертÿçĕсем ку тĕлĕшпе хăйсен ĕçченĕсем умĕнче çирĕп ответлăхра пулса тăни пирки палăртрĕ.

Халĕ ĕнтĕ районăн умри чиккисене, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă темелле. Депутатсем районăн 2012 çулхи бюджетне тупăшсем енĕпе 347 миллион та 298 пин те 200 тенкĕ, тăкаксем енĕпе 353 миллион та 186 пин те 600 тенкĕ палăртрĕç. Бюджет дефицичĕ 5 миллион та 888 пин те 700 тенкĕ. Каласа хăвармалла: çитес çул валли палăртнă бюджет тăкакĕсен калăпăшĕнче вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ валли уйăракан сумма 70,3 процент.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика