Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асанне, паян кукăль пĕçер-ха»

30 ноября 2011 г.

«Асанне, паян кукăль пĕçер-ха»

Кун çути час килменнипе ыйхă пуснине çĕнтерсех Саша шкула васкаварлăн пуçтарăнчĕ. Уроксене тунă, тетрадь-кĕнекесене сумкăна чикнĕ арын ача тăхăннă-тумланнă хыççăн асламăш çине тепĕр самант чарăнса пăхрĕ. «Асанне, эпир шкултан таврăннă çĕре çĕр улми кукăлĕ пĕçер-ха. Эпĕ ĕнер аш авăртса хунăччĕ, аппа сухан шуратнă», – терĕ те Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 8-мĕш класра вĕренекен Саша сумкине хул пуççинчен уртса Павел пиччĕшĕпе Ирина аппăшĕ хыççăн урамалла ыткăнчĕ...

Мăнукĕсене кантăкран пăхса урама çитиех ăсатса ячĕ Нина Ивановна. Урам хапхи хупăнсан асанне чÿрече умне ларса шухăша путрĕ. Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшре çуралса ÿснĕскерĕн повар ĕçĕнче ирттернĕ 42 çул та 1 уйăх та 10 кун пĕр самантра куç умĕпе вĕçсе иртрĕ. «Шутламанччĕ кун чухлĕ апат пĕçерессе», – ĕç ĕмĕрне пĕтĕмлетрĕ Нина аппа.

Фронтовик çемйинче çуралнă 3 хĕр (Нина – кĕçĕнни) ачаллах ĕçпе туслашрĕ. Ĕç юратăвĕ вара Нина аппан – ĕç ĕмĕрĕпе пыракан паха ен. Çакна Кашмашра пурăнакансем 40 çул хушшинче курса ăнланчĕç ĕнтĕ. Икĕ хĕрпе ывăлне ура çине тăратнă çĕрте те амăшĕн ĕç юратăвĕ малти вырăнта пулчĕ. Пĕр ĕçрен те пăрăнман мăшăрĕ Михаил Кузьмич та (пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă пулин те) Нина аппапа ачисен асĕнче ĕçе юратнипе çеç асра пурăнать.

Хресчен çемйинче ÿснĕ Нина Ивановна Варламова шкулта 8 класс пĕтерсенех Муркашри 1-мĕш номерлĕ столовăя кухня ĕçченĕ пулса ĕçе вырнаçать. Ĕçлет те вĕренет. Столовăйĕнчи курссемпех повар специальноçне алла илет. Кунта апатланма çÿрекен Кашмаш каччипе паллашса тепрер çултан вĕсем çемье çавăраççĕ. Çемье пурнăçĕ те Нина аппана столовăй ĕçĕнчен пăраймасть. Хăй ĕçне пĕрремĕш кунранпах чунĕпе парăннă хĕрарăм 1972 çулхи кăрлачра райпо тытăмĕнчен районти тĕп больницăна повар пулса ĕçлеме куçать. Отпусксенче каннине шутламасан 40-мĕш çул ĕнтĕ вăл чирлисене тутлă апатпа сăйлать.

– Райпо столовăйĕнче кашни кун ĕçлемеллеччĕ. Анчах больницăра ĕç укçи сахалрах пулнине пăхмасăрах графикпа ĕçе тухмаллаччĕ те килĕшрĕм. Кану кунĕсенче вара «Свобода» хуçалăхăн уй-хир ĕçĕнчен юлман, килти хушма хуçалăха юхăнтарман, – терĕ Нина аппа эпĕ пуррипе хавхаланса сĕтел çи хатĕрленĕ май.

Нина Ивановна хăй ăста повар пулнипе пĕрлех çак юратăва ачисене те панă. Паян унăн хĕрĕсем Маринăпа Людмила та, ывăлĕ Саша та, мăнукĕсем те тутлă апат хатĕрлессинчен катара тăмаççĕ.

– Апат-çимĕç пĕçерес ĕçри вăрттăнлăхсене анне пире вĕрентни паян пирĕн ачасем çине куçса пырать. Асламăшĕшĕн те, кукамăшĕшĕн те кунран пахараххи пур-ши вара, – терĕ аслă пĕлÿ илнĕ Марина хĕрĕ Нина Ивановнăна Амăшĕн кунĕпе саламласа. Нина аппан савăнăç куççулĕ пăчăртанса тухрĕ те унран «вăтанса» вăл Саша ывăлĕпе Марина хĕрне (Люда Мускавра пурăнать те килейменччĕ-ха) аллисенчен çупăрласа илчĕ. Анатолий кĕрĕвĕпе Елена кинĕ тата вĕсен 6 ачи çак ăшă йăвара самантлăха пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнчĕç (сăн ÿкерчĕкре). Сăн ÿкерчĕкри хĕрарăмсене пурне те Нина аппан кĕрĕвĕпе иксĕмĕр Амăшĕн кунĕпе саламларăмăр. Аннесем умĕнче эпир çапла тума тивĕç.

Нина Ивановна Демьяновăн туслă çемйи пирки çырнă вăхăтра 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă юратнă аннен – Зоя Павловна Беловăн – сăнарĕ самантлăха та куç умĕнчен каймарĕ...

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика