30 ноября 2011 г.
Ял хуçалăхне патшалăх манмасть
Чăваш Республикин Президенчĕн М.В. Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне тата республика халăхĕ ячĕпе янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвне патшалăх тĕлĕшĕнчен çĕнĕлĕхсене пĕтĕмлетни тата малашлăх утăмсене уçăмлатни вырăнне йышăнма пулать. Çыруран ял халăхĕ тĕлĕшпе пулăшу самай пулни курăнать. Мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме вара пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Çак сăмахсене каланă май патшалăх иртнĕ çул районти ял хуçалăхне тата ялта пурăнакансене мĕн чухлĕ пулăшни çинче чарăнса тăрар-ха. Муркаш Енри ял хуçалăхĕ, пурнăçне ялпа çыхăнтарнă çамрăк специалистсем тата ялта пурăнакан çамрăк çемьесем иртнĕ çул пĕтĕмпе 140 миллион та 788 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Вăл шутран тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем – 95452 пин, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем – 10816 пин, çамрăк специалистсем – 7616 пин, ялта пурăнма тĕпленнĕ çамрăк çемьесем 6384 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне иртнĕ çулхи шăрăха пула выльăх апачĕ туянса выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварма килти хушма хуçалăхсене кăна 11 миллион та 332 пин тенкĕ пулăшу çитнĕ. Çавăн пекех ял çыннисене килти хушма хуçалăхсене аталантарма паракан кредит ставкин проценчĕсене 20 миллион та 68 пин тенкĕ тавăрса пани те ял аталанăвĕшĕнех.
Президент сăмахĕсемпе килĕшмелле, республикăри граждансен 40 проценчĕ ытла ялта пурăннине шута илсен ял хуçалăх производствине аталантарма килĕшÿллĕ, йĕркеллĕ тата финанс условийĕсем туса парасси малашлăхлă тĕллев пулса тăрать. «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа республикăри агропромышленность комплексне бюджет укçи-тенкисĕр пуçне 26 миллиард тенкĕ инвестици хывнă. Унăн эффективлăхĕ Чăваш Республикинче çĕр-шыв тĕслĕхĕ: 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илессипе пирĕн кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран 2 хут, сĕт сăвассипе 3 хута яхăн пысăкрах. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри 4 регионта кăна юлашки 5 çул хушшинче (2010 çула шутламасан) ял хуçалăх производстви малалла утăмланă.
Кăçалхи ял хуçалăх çулĕ уйрăмах тырă-пулăллине палăртма кăмăллă. Ял хуçалăх производствин индексĕ 9 уйăхра 134,8 процентпа танлашрĕ (Раççейре – 115,9 процент). Чăваш хресченĕн пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ кунашкал виçере пулманччĕ-ха. Çавăнпа та ял ĕçченĕсене вĕсен тăрăшуллă ĕçĕшĕн тав сăмахĕ калас килет.
Иртнĕ çулхи шăрăх çу кунĕсем нумайлăха асран тухмĕç. Çав йывăр вăхăтра Раççей Правительстви енчен нихăçанхинчен ытларах пулăшу пулни выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталану шайĕнче сыхласа хăварма пулăшрĕ. Хуçалăхсем шăрăх çу кунĕсене пула тунă тÿрем тăкаксене бюджетран 45 процент саплаштарни Раççей историйĕнче те, СССР вăхăтĕнче те пулман. Çак пулăшусăр нумай хуçалăхсем тĕппипех юхăннă пулĕччĕç, ĕç вырăнĕсем çухалĕччĕç, юхăнчăкран тухасси нумай çула тăсăлĕччĕ.
Иртнĕ çулсенче Чăваш Республикинче 100 ытла инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе тĕнче шайĕнчи производствăна йĕркелесе яма май килчĕ. Çапла вара ял хуçалăхĕ продукци тирпейлекен промышленноçран сулăмлăрах аталаннине шута илсе çĕнĕ заводсем тăвас шутлă инвесторсенне процент ставкисене субсидилессипе хамăр çине обязательствăсем илтĕмĕр. Мĕн шухăшлани пурнăçланать: малтанхи проектсем пурнăçа кĕме пуçларĕç ĕнтĕ.
Ял хуçалăх производствин тĕп задачисенчен пĕри вăл – тупăша ÿстересси. Çакна валли экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Тăватă çул хушшинче республикăра пушă выртакан 100 пин ытла çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Анчах çакă пушă выртакан çĕрсен ыйтăвне пĕтĕмпех татса пани мар-ха, мĕншĕн тесен вĕсем татах 30 пин гектара яхăн пур. Иртнĕ çулхи шăрăх çу кунĕсем çак ĕçре чăрмав пулса тăнине те йышăнмалла паян. Министрсен Кабинечĕ вырăнсенчи самоуправлени органĕсемпе ку çитменлĕхе çитес çул пĕтерессе шанатпăр.
Районта пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем тимленине ырăпа палăртмалла. Ĕçлекен вара кăçал та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмарĕ. Виçĕ уйăх кăтартăвĕсемпе район хăйĕн аталанăвĕнче кăçалхи 9 уйăхра 88 миллион та 774 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕ. Çулталăк вĕçлениччен ку сумма татах ÿсесси пирки паян пĕр иккĕленÿ те çук. Пысăк пулăшу кăçал ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем (56 миллион тенкĕне яхăн), ялти çамрăк çемьесемпе ял хуçалăхне килекен çамрăк специалистсем тĕлĕшпе пулчĕ. Президент Çырăвĕнчен ку пулăшу ял хуçалăх тĕлĕшпе малашне те уксахламасса шанма пулать.
О. МАКАРОВА,
ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.