Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне ятне тивĕç-и эсир?

30 ноября 2011 г.

Атте-анне ятне тивĕç-и эсир?

Иртнĕ эрнере тĕнчипех аннесене пархатарлăн саламларĕç: юрă-кĕвĕ парнелелерĕç, мĕн пур тимлĕхе вĕсене халалларĕç. Çакна паллах анне ятне чăннипех те тивĕçлĕ çынсем йышăнчĕç. Харпăр хăй ачине сивлекен анне вара çак кун хăйне хăш шайра туйрĕ-ши, унăн чĕри çумĕнчи пĕр хĕлĕхĕ те пулин туртăнчĕ-ши е тăтăш анне ăшшине тĕлленекен ача куççулĕ черкке тĕпĕнчи тумлам евĕр кăна курăнчĕ; Эпĕ ку сăмахсене ачан кун-çулне савăк пурнăçпа ылмаштаракан аннесем çинчен пуçартăм. Район прокуратуринче çакăн йышшисем тĕлĕшпе пуçарнă ĕç чылай.

– Малтанхи çулсенче ашшĕ-амăш правинчен хăтарнисем, алимент укçи тÿлеменнисем сайра тĕл пулатчĕç. Халĕ вара йышлансах пыраççĕ, уйрăмах ачасене пăхман амăшĕсем питĕ пăшăрхантараççĕ. Хăшне-пĕрне уйрăммăн палăртни ытлашши пулмĕ, – терĕ район прокурорĕн çумĕ Ю.М. Семенов вĕсем тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене тишкернĕ май.

Хамăртан аслăрах çынсен пурнăçне тинкерер-ха: тăватă-пилĕк е ытларах ача ÿстернĕ, хуçалăх уй-хирĕнче тăрмашнă, капăр тум тата тулăх пурнăç ĕмĕтре кăна пулнă. Хальхи çамрăксене сăнар: çемьере ытларахăшĕн пĕрре е икĕ ача ÿсет, ĕçе каясси чылайăшĕшĕн ют, лавккана апат-çимĕç туянма пыракансен йышĕ алкоголь продукцийĕ тата пирус туянакансен йышĕнчен сахалтарах, харпăр хăй ачине пулăшусăр, тимлĕхсĕр хăваракансен йышĕ вара ÿсет.

Акă Муркаш салинчи Ленин урамĕнчи вăтăр çула çывхаракан хĕрарăм тĕрĕс çултан пăрăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пулăшу ыйтса куçран чăр-чăр пăхакан хĕр ача телейне пĕр шелсĕр эрех-сăрапа, савăк пурнăçпа ылмаштарма пултарать иккен. Ирĕк пурнăçа ытла кăмăллани амăш туйăмне хĕмлентереймест пулас. Ик айкки те тăвайкки тенĕ евĕр хĕрарăм кун-çула хăй еккипе кустарать. Çапла вара çамрăк хĕрарăма кĕçех ашшĕ-амăш правинчен хăтараççĕ. Лару-тăру çапла çаврăнса тухни йĕркеллĕ çыншăн хăрушла пек туйăнать. Телей кайăкне алăран вĕçертме тата саккуна пăснăшăн явап тытма ĕлкĕрнĕ хĕрарăм тĕрĕс çул çине тăма тĕлленмест-ха, ĕçе вырнаçма та шутламасть. Çапла вара «куккук аннен» 2009 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа çул çитмен ача тĕлĕшпе кашни уйăхра алимент укçи тÿлеме тытăнмалла пулнă. Çакăн пирки вăл пĕлнĕ, ун çинчен ăна ответлă ĕçченсем пĕрре çеç мар асăрхаттарнă.

Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕ ачана хÿтĕлет. Саккун ача çулне тата сывлăхне шута илмесĕр ăна пăхасси, воспитани парасси ашшĕ-амăшĕн тÿрĕ тивĕçĕ тесе çирĕплетет. Çапла вара кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕччен çÿлерех асăннă хĕрарăмăн алимент калăпăшĕ 200 пин те 891 тенкĕне çитет. Ачана пылак çимĕç те кирлĕ, унăн ăшă çи-пуç та тăхăнмалла тата теттепе те вылямалла. Енчен те атте-анне пачах та пулăшмасть пулсан ачан камăн ырă кăмăлĕ çине шанмалла-ши; Çÿлерех асăннă вăтăр çула çывхаракан хĕрарăм РФ УК 157 статьян 1 пайĕнче пăхнă йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă, преступлени тунă, ашшĕ-амăш тивĕçĕнчен пăрăннă. Çапах та çулталăкра пĕр хутчен те пулин аса илет пулас-ха хĕрарăм ача пурри пирки.

Çавăн пекех Купăрля ялĕнчи хĕрĕх çултан иртнĕ хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă тепĕр ĕçе те аякра хăварас килмерĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачана пăхманнине айванлăхпа та, укçа-тенкĕ çуккипе те ăнлантараймăн – эрех-сăра валли вара яланах тупăнать вĕт. Куккук кайăк вĕçĕмех ирĕк-савăк пурнăçа кăмăллать, унăн пĕрре е виçĕ чĕпĕ пуррине те шута илмест. Ку тĕслĕхри «анне» те çавăн йышшиех – хăть темиçе ача пултăр, пурпĕрех эпĕ пăхмастăп тет пулмалла. Пĕрре кăна мар ашшĕ-амăш правине çухатнăскер çÿлерех асăннă йышши преступлениех тăвать. Маларах темиçе те явап тытнă, апла пулин те алимент укçи тÿлеме тĕлленмест. Пуçа минретесси, аякри тус-юлташ тупасси вара унăшăн чăн-чăн телей шутланать. Савăк самант серепи ача пирки самантлăх та шутлаттармасть пулмалла.

Парăм вара ÿснĕçемĕн ÿсет, тăван амăш хÿттисĕр юлнă ача-пăча тăтăш кучченеç, тетте кĕтет. 2003 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулхи июнĕн 8-мĕшĕчченхи парăм 242328 тенкĕпе танлашать. 1998 çулта ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă хĕрарăм ачасен пурнăçĕпе пачах та кăсăкланмасть. Ача вара хăй тĕллĕн ÿсеймест. Çавна май ачана воспитани парассине патшалăх хăй çине илнĕ, анчах та çакă амăшĕн ăна пулăшупа тивĕçтерес ĕçрен аякра тăмаллине пачах та пĕлтермест. Ашшĕ-амăшĕн ачана ÿстерессинче пурпĕр хутшăнмалла. Парăма паллах ниçта та ĕçлемесен татаймăн. Çавна май ăна ответлă ĕçченсем пĕрре кăна мар ĕç вырăнĕ сĕннĕ, анчах та хĕрарăм ĕçлес шухăшлă пулман. Çакăн пирки вăл судра та пĕлтернĕ. Çав хушăрах йĕркене, саккун ыйтнине сĕмсĕррĕн пăсать. Çапла вара вĕренĕн те вĕçĕ пур тенĕ евĕр, ирĕк пурнăç ирĕксĕррипе ылмашăнать. Хамăр пурнăçа хамăр алăпа хуçни кунта куç кĕрет.

Саккун амăшĕнчен те, ашшĕнчен те пĕр пек ыйтать. Ачана пурнăç çулĕ çине тăратассинче ашшĕ те ответлă. Шомик ялĕнчи пĕр арçын пирки вара чунсăр теме кăна пулать. Епле-ха тата харпăр хăй ачин сывлăхне çирĕплетме укçа-тенкĕ кирлĕ чухне аякран пăхса тăма пулать; Пĕчĕк ачана операци тумалла пулса тухать, анчах та чунсăр арçын нимĕнле пулăшу та кÿмест. Маларах вара арçын хăй ĕçленĕ çулсенче алимент укçи тÿленĕ-ха, каярах ĕçлеме те, алимент парăмне те татма пăрахнă.

Çамрăксене, вĕсен çулне кура, айван та çăмăлттай теме пулать, алă çултан иртнĕ виçĕ ача ашшĕ пирки мĕн калама пулать-ши тата; 2004 çултанпа алимент укçи тÿлемелле пулнăскер малтанах ачасем валли укçа паркаланă. Хорнуй ял тăрăхĕнчи арçын официаллă майпа ниçта та ĕçлемен. Вăхăтлăх ĕçсенчи тупăша вара кĕске вăхăтрах хăй валли пĕтернĕ. Саккунпа вара алимент ашшĕн те пурпĕр тÿлемелле.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика