30 ноября 2011 г.
«Тĕп тĕллев – пахалăха ÿстересси»
Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн медицина отрасльне 2011-2012 çулсенче пур енлĕн çĕнетмешкĕн 4,5 млрд. тенкĕ хывмалла. 983,5 миллионĕ республикăна çитнĕ ĕнтĕ. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх модернизаци уссине пурте – медицина учрежденийĕн ертÿçинчен пуçласа пациент таранах – туйса илме пултарĕç.
Модернизаци программине пурнăçласа мĕнле ĕçсем тумалла тата çавна май сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче еплерех улшăнусем пулмалла; ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина çакăнпа тĕплĕнрех паллаштарать.
– Венера Петровна, сывлăх сыхлавĕн модернизаци программин тĕп мероприятийĕсем асăннă тытăмăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăнаççĕ. 4,5 млрд. тенкĕне ăçта хывма палăртнă?
– Тĕп тĕллев – медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси тата ăна кашни çыншăн юрăхлă туса хурасси. Çавна май пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетессине пуринчен мала хуратпăр. Ку суммăн çуррине яхăн укçи-тенки тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçлама, сиплевпе диагностикăн хальхи йышши оборудованине туянма тăкаклама палăртнă. Кăçал тĕпрен юсама палăртнă 19 учрежденирен хăшĕсенче ĕçсем вĕçленчĕç те. Çавăн пекех хальхи информаци системине пурнăçа кĕртессси тата стандартлă медицина пулăшăвĕ парасси çине те сахал мар укçа-тенкĕ хывма палăртнă.
– Стандартсене пурнăçа кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ-и; Вăл пациента мĕн парĕ?
– Çакă асăннă программăн уйрăмах кирлĕ пайĕ, вăл пациентшăн та, медицина ĕçченĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен: стандартсенче диагностикăн, сиплевĕн тата чирлисене маларах реабилитациленин хальхи пĕтĕм технологине шута илнĕ. Çапла вара медикаментсемпе ытти материал тăкакĕн калăпăшне ÿстерме май пулать. Иккĕмĕшĕнчен: стандартсемпе усă курнин ырă енĕсенчен пĕри – сывлăх сыхлавçисен шалăвĕ ÿсни. Пирĕн учрежденисенче вăтам сыпăкри 13 пин ытла медицина ĕçченĕ тата 5 пин врач тăрăшать. Обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă фондĕнчен хушма укçа-тенкĕ тăкаклани вара 2012 çул вĕçне врачсен шалăвне 2010 çулхипе танлаштарсан 31 процент чухлĕ, вăтам медицина ĕçченĕсен шалăвне 26,4 процент чухлĕ ÿстерме май парать.
– Отрасльти кадр ыйтăвне çак утăм татса пама пулăшĕ-ши? Специалистсем, уйрăмах «ансăр» специалистсем çителĕксĕр пулнипе клиникăсенче черет пухăнать.
– «Сывлăх» нацпроект мероприятийĕсем пире пуçламăш сыпăка врачсемпе тивĕçтерессине 95 процента çити ÿстерме май пачĕç. Анчах та отрасльте кадр ыйтăвĕ çивĕч. Çавна май ЧПУн медицина факультетне вĕренме янă, врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт интернатурине йышăннă чухне малашне ялти сиплев учрежденийĕсенче ĕçлеме килĕшÿ тунисенчен чи малтан суйласа илме тăрăшрăмăр. Владимир Путин пуçарăвĕпе çамрăк специалистсене ялти сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе çитес çул кашни тухтăра пĕрер миллион тенкĕ уйăрасси районсен поликлиникисенчи лару-тăрăва лайăхлатма пулăшĕ.
Черетсем пирки калас пулсан, ман шухăшпа, чирлĕ çыннăн чи малтанах пуçламăш сыпăкри тухтăр патне каймалла. Унта врач чир симптомĕсене уçăмлатнă тата анализсене тишкернĕ хыççăн пациента консультацие е сиплеве хăш «ансăр» специалист патне ямаллине палăртать. Кун пек чухне «ансăр» специалист патне лекес текенсен черечĕ те пухăнса каймĕ.
– Хулара пурăнакансен тивĕçлĕ консультаци илме çăмăлрах, ял çыннин вара ăна епле тивĕçмелле;
– 10 çулта республикăра тĕрлĕ модельлĕ 595 офис уçнă, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Пурăнакансен 70 проценчĕн ыйтăвне тивĕçтереççĕ.
Фельдшерпа акушер пункчĕсем те паян ялта халăха эмелпе, сиплев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме, туберкулезпа чирлисем препаратсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăма, профилактика мероприятийĕсем ирттерме тата сывă пурнăç йĕркине йĕркелеме, аслă ăру çыннисене пăхса тăма пултараççĕ. Пуçламăш сыпăк эффективлă ĕçлени пире социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйтăва татса пама пулăшать: медицина пулăшăвĕ пуриншĕн те юрăхлă пулмаллине тата кирек ăçта пулсан та пациента пысăк пахалăхлă стандартлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине.
– Медицина сферинчи информатизаци пациент тата медицина ĕçченĕ çине мĕнле витĕм кÿрĕ;
– Программăпа килĕ-шÿллĕн эпир хальхи информаци тытăмĕсене ĕçе кĕртме палăртатпăр. Вĕсем медицина пулăшăвĕн персонификаци учетне хатĕрлеме, электронлă медицина карттине ĕçе кĕртме, телемедицина кăтартăвĕсемпе ылмашăнма май парĕç. Ку çĕнĕлĕх кăçал республикăри сиплевпе профилактикăн виçĕ учрежденийĕнче йĕркене кĕрĕ, 2012 çулта районсем хушшинчи 15 центрăн тата республикăн 4 клиникин пациенчĕсем электронлă карттăпа усă курма пуçлĕç.
Медицина технологийĕсене эпир темиçе çул каяллах пурнăçа кĕртме тытăннă: статистика тытăмне, пациентсен регистрне йĕркеленĕ, телемедицина сеансĕсем ирттерме пуçланă. Электронлă регистратурăна 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçе кĕртнĕ. Паянхи кун врач патне лекес текенсен 80-85 проценчĕ электронлă регистратурăпа усă курать.
«Сывлăхлă Чăваш Ен» медицина порталĕ те тухăçлă ĕçлет, вăл – республикăри медицина отраслĕпе çыхăнмалли пĕрлĕхлĕ мел. Патшалăх тата муниципалитет клиникисен хăйсен сайчĕсем пур. Вĕсенче Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн кирлĕ мĕн пур информацие вырнаçтарнă. Кун пекки Раççейĕн урăх нихăш регионĕнче те хальлĕхе çук.
– Модернизаци программинче палăртнă мероприятисем пирĕн районти медицина отраслĕ çине мĕнле витĕм кÿреççĕ?
– Асăннă программа Муркаш районĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене – Муркашри тĕп больницăна тата районти 2 " больницăна – çĕнетессине айккинче тăратса хăвармасть. Пĕтĕмпе района валли 35,08 миллион тенкĕ уйăрнă.
2011 çулта районти 2 " больницăн хирурги уйрăмĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă.
2012 çултанпа çак больница районти тĕп больницăн структура подразделенийĕ шучĕпе ĕçлесси çине куçать. Поликлиникăна диагностика оборудованийĕпе тивĕçтермелле: УЗИ аппарачĕ, маммограф тата фибробронхоскоп туянма палăртнă.
Эпир район больницин койка хисепне ÿстерме палăртатпăр: 7 – хирурги койки, 3 – травматологипе ортопеди койки. Кăнтăрла сипленме хушма 7 койка-вырăн йĕркелессине те пăхса хунă.
Унсăр пуçне 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕсем республика шайне куçнине асăнса хăвармалла. Çакă вара медицина пулăшăвĕн пахалăхне татах та ÿстерĕ.
– Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртнин уссине эсир мĕнре куратăр?
– Юлашки пилĕк çулта медицинăпа демографи кăтартăвĕсене лайăхлатма пултартăмăр: республикăра ача çураласси 25,2 процент чухлĕ ÿсрĕ, çын вилесси 1,4 процент чухлĕ чакрĕ, çыннăн пурăнас çулĕ те кăшт тăсăлчĕ.
Республикăри 8 клиникăн çÿллĕ шайри технологиллĕ медицина пулăшăвĕ пама лицензисем пур. Çапла майпа Чăваш Енре те кардиологи, онкологи, нейрохирурги, офтальмологи, акушерствăпа гинекологи енĕпе Мускав, Санкт-Петербург хулисенчи пекех медицина пулăшăвĕ параççĕ. Çÿллĕ шайри медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси 2008 çулта 9 процентпа танлашнă пулсан, 2010 çулта 81,26 процента çитрĕ.
Медицина отраслĕнчи модернизацин тĕп тĕллевĕ – пациентăн сывлăхĕ. Пирĕн ачасем час-часах ан чирлеччĕр, пурте сывă пурнăç йĕркине тытма тăрăшчăр. Çавăнпа та республикăра сывă çынсен шутне ÿстерес тесе пур майсемпе те усă курмалла.