Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнă

30 ноября 2011 г.

Пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнă

– Эпĕ хама урăх ĕçре курмастăп та. Мĕн ачаранах сцена çине тухас, паллă артистсем пек куракана тыткăнлас килетчĕ. Пĕчĕк чухне тăтăшах, никам та курман чух, аслисен илемлĕ тумĕсене тăхăнса юрлаттăмччĕ, ташлаттăмччĕ. Манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ пулĕ тетĕп, – терĕ Фаина Федосеевна кун-çулне кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе çыхăнтарма Турри пилленĕрен.

Çапла вара шкул тенкелĕпе сыв пуллашнă май хĕр хăюллăнах культура училищине вĕренме каять. Аслисем паллах ырлаççĕ унăн шухăш-кăмăлне. Уçă кăмăллăскер кĕске самантрах тус-юлташ тупать, вĕсемпе тăтăшах концерт лартма çÿрет, ăсталăха туптать. Вĕрентекенсем те асăрхаççĕ пултаруллă хĕре. «Сцена çине тухмах çуралнă эсĕ, Турă пиллени пур санăн», – теççĕ ун пирки. Вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнать. Аслă пĕлÿ кирлине те чухлать çамрăкскер, çапла вара вăл Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухать. Унта-кунта ĕç вырăнĕ шырама тивмест унăн. Çамрăк та пултаруллă специалиста Муркашри Культура çурчĕн ертÿçинче ĕçлеме шанаççĕ. Çак тивĕçе вăл вунă çула яхăн пурнăçлать, аслисен шанăçне тÿрре кăларать.

– Эпĕ ун чухне çирĕм сакăр çултаччĕ. Вăл вăхăтра культура пайĕн ертÿçинче Роза Егоровна Седатлова ĕçлетчĕ. Унăн сăмахне питĕ тимлĕ итлеме, хама лайăх енчен кăтартма тăрăшаттăм. Мана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет ăна. Вăл тăрăшнипех Муркаш салинче 134 вырăнлă Культура çуртне 200 çын вырнаçмалăх йĕркелеме май килчĕ. Ун чухне Муркашри Культура çуртĕнче çирĕм пĕр çын вăй хуратчĕ, пурте ятарлă пĕлÿллĕ специалистсем пулнă. Концертсемпе тухса çÿреме виçĕ автоклуб уйăрнă. Пĕтĕмĕшле илсен ĕç «вĕресе» тăратчĕ ун чухне, – аса илет Фаина Федосеевна хăй ĕçлеме пуçланă çулсене.

Вăхăт унтанпа чылай иртрĕ ĕнтĕ, çапах та паянхипе вăл вăхăтрине эсир еплерех куратăр-ха тесе кăсăклантăм.

– Кунта татăклă хурав пама йывăртарах, тем тесен те ун чухне халăх туслăрахчĕ, чунлăрахчĕ. Концерта хатĕрленекенсем те, куракансем те активлăрахчĕ, – танлаштарчĕ икĕ тапхăра вăл. Фаина Федосеевнăна пилĕк çул Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхри профсоюз комитетĕнче ĕçлеме тÿр килет. Çав хушăрах пушă вăхăт тупса «Шурăмпуç» ансамбле, ытти ушкăна концерт программи хатĕрлеме çÿрет. Пурпĕрех вăл хăй пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтармаллине туять. Çапла вара районти йĕркелÿпе методика центрĕн ертÿçи пулса тăрăшать.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, пултаруллă хĕрарăм хăйне ытти ĕç вырăнĕсенче те тĕрĕслет. Фаина Федосеевна обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Районти профсоюзсен координаци канашĕн председателĕнче тăрăшать, пĕрре кăна мар депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ пулнă тата ытти ĕçре маттур.

Халĕ вара сумлă юбилей тапхăрĕнче юрă-кĕвĕ ăсти каллех ĕç ĕмĕрĕ пуçланнă вырăнта – Муркашри Культура çурчĕн ертÿçинче тăрăшать. Кунта çичĕ çын вăй хурать, тăватă ушкăн халăха савăнтарать: «Расна», «Илем», «Муркаш», ветерансен хорĕ.

Кĕвĕ-çемĕ ăстин пушă вăхăт та çук, тăтăш çул çÿревре. Çав хушăрах килти хуçалăхра та ĕлкĕрмелле.

– Кунта вара манăн чи çывăх çыннăмсене ырăпа асăнас килет. Мăшăр, хуняма мана яланах ăнланнă, маншăн вĕсем тĕрек пулнă. Халĕ ывăл çемйипе шăкăл-шăкăл пурăнатпăр. Сашăпа Даша мăнуксем – чĕвĕлти чĕкеçсем, – кăмăллăн калаçать паянхи кун сумлă асанне.

Фаина Федосеевна Григорьевăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ, тăтăшах сцена çинче халăха савăнтарать. Паян вара унăн – сумлă юбилей, саламлар-ха ăна пурте ăшă кăмăлпа.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика