30 ноября 2011 г.
Çын хăйĕн укçине ăçта тата мĕнле тăкаклассине шутласа пымасть, унпа мĕнле май килнĕ çапла усă курать пулсан, вăл япăх кил хуçи. Арăмĕ е упăшки «япăх» пулнăран вара çемьесем арканни те вăрттăнлăх мар. Мăшăр уйрăлсан хĕрарăм е арçын каялла ашшĕ-амăш килне таврăнни йывăрлăхсене çĕнтерейменнипе çыхăннă. Тахçанах йĕркене кĕнĕ ашшĕ-амăшĕн килĕнче, çемйинче нимĕн те тумалла мар, яваплăх та çук. Çакăн пек лару-тăру пулса тухасси вара ачалăхри воспитани мĕнле пулнинчен килет.
Пурнăç та, хамăн ĕç тата амăш опычĕ те ачасене пĕчĕкренех экономика тĕлĕшпе воспитани памаллине кăтартса парать. Укçа-тенкĕ енчен тирпейлĕ, тĕплĕ пулма малтанах хăнăхтарса пымасан кайран çапла пулма вĕрентейĕн-ши; Çук.
Воспитатель пулнă май эпĕ вунă çул ытла ĕнтĕ садикри ачасене экономика енĕпе аталантарма та тăрăшатăп. Пурнăçра укçа-тенкĕпе çыхăннă тĕрлĕ лару-тăрура çыннăн хăйне мĕнле тытмаллине ачасем вăйăсем урлă хăнăхаççĕ. Нумай пулмасть акă хут укçасене тĕпчерĕмĕр. Кашни укçан «хăйĕн» хули пуррине кăна мар, суя укçа туса хатĕрленĕшĕн саккунпа явап тытмаллине те, укçана ăçта упрамаллине тата ыттине те пĕлчĕç ачасем. Заняти килĕшнине пĕлтерчĕç. Ку вара пирĕншĕн, воспитательсемшĕн, чи пĕлтерĕшли.
О. Петрова,
«Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ.