30 ноября 2011 г.
Шăнса пăсăласран, грипран асăрханăр
Чире сипличчен асăрхаттарма çăмăлраххи паллă ĕнтĕ. Çавăнпа та специалистсем грипа хирĕç кĕрешме кĕркунне прививка тума сĕнеççĕ те.
Районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн иртнĕ ларăвĕнче акă районта чире сарăлма парас мар тесе прививкăсен календарĕнчен те «тухма» йышăннă. Суту-илÿ, обществăлла апатлану, çыхăну, социаллă тата йăлари услугăсемпе тивĕçтерекен сферăра тата финанспа кредит учрежденийĕсенче вăй хуракансене те халĕ прививка тăваççĕ.
Анчах та çакă хамăрăн иммунитета вăйлатмалли çинчен манмаллине пĕлтермест. Сивĕ çанталăкра организма С витамин ытларах кирлĕ. Ăна туянма вара тÿрех аптекăна каймасан та, витамин пирĕн сĕтел çинче те пулмалла: йÿçĕтнĕ купăста, пылак пăрăç, цитруссем, шиповник, хура хурлăхан, облепиха тата ытти пахча çимĕçпе улма-çырла. Тепĕр тесен çак витамин çĕр улминче те пур. Çапла вара ирсерен кăлпассипе хатĕрленĕ бутерброд вырăнне купăстапа кишĕртен хатĕрленĕ, олива çăвĕпе пăтратнă салат çини «çĕр хут» усăллăрах пулĕ. Суханпа ыхрана каçхи апатлану валли хăварма пултаратăр.
Сывлăхлă апатланупа пĕрлех кунĕн-çĕрĕн телевизор-копьютер умĕнче лармалла маррине те асра тытмалла. Уçăлса çÿрени, ĕçлени (урамра юр та сахал мар), ирсерен тата зарядка туни те иммунитета хавшатмĕ.
Чиртен асăрханăр, ан чирлĕр!
Н. Николаева.