30 ноября 2011 г.
Маттур, Ярапайкасси хĕрĕ!
Ноябрĕн 26–27-мĕшĕсенче кире спорчĕ енĕпе респулика турнирĕ иртрĕ. «Хыпар» хаçатăн 105 çулне тата Чăвашпотребсоюз йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă ăмăртура Муркаш ячĕ те çÿле çĕкленчĕ. Район командинчи Екатерина Иванова хĕрсен ÿсĕмĕнче (вăл 63 кг виçе категорийĕнче вăй виçнĕ) ăмăртса 2-мĕш вырăна тивĕçме пултарчĕ. Пĕтĕм Раççей турнирĕнче Екатерина хĕрарăмсен ÿсĕмĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак ăмăртурах Иван Воробьевпа Иван Смоленцев ветерансен ÿсĕмĕнче ăмăртса 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.
Темиçе кун маларах Екатерина «Раççейри хуласен тĕл пулăвĕн» ăмăртăвĕнче те лайăхпа палăрчĕ. Ку хутĕнче – çăмăл атлетикăра. Районти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн Ярапайкассинчи уйрăмĕнче ăсталăха туптаканскер сăнă (копье) ывăтассипе «ылтăн» медале тивĕçме пултарчĕ. Çамрăк спортсменкăна саламласа малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Ф. Рылин,
районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн завучĕ.