30 ноября 2011 г.
Усă курмалли майсем ытларах
Халĕ ашшĕ-амăшĕн ача амăшĕн капиталĕпе усă курмалли майсем татах анлăланчĕç. Малашне вĕсем ку укçа-тенкĕне пĕтĕмĕшле пĕлÿ памалли программăллă ача сачĕсемпе кирек хăш вĕрентÿ учрежденине çÿрекен ачишĕн те куçарма пултараççĕ.
Ку улшăнусене Раççей Федерацийĕн 2011 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче йышăннă 931-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн вăя кĕртнĕ.
Ача сачĕсемпе шкулсен услугисемшĕн укçа тÿлеме сертификат хуçисен заявленипе пĕрле Пенси фончĕн управленине вĕрентÿ учрежденийĕпе тунă килĕшĕве тăратмалла, унта ачана пăхса тăнăшăн тÿлемелли виçене паллă тумалла.
Пĕрремĕш тÿлев ача амăшĕн капиталĕпе усă курма заявлени панă кун хыççăн тепĕр икĕ уйăхранах çитет. Ыттисем вара килĕшÿре палăртнă вăхăтсенче пырса тăрĕç.
Паянхи куна ача амăшĕн капиталĕн виçи 365 пин те 698 тенкĕпе танлашать. 2012 çултан тытăнса унăн калăпăшне 387 пин те 600 тенкĕне çитерме палăртаççĕ.
Ача пур çемьесене патшалăх енчен пулăшу парассин программине йышăннăранпа ку укçа-тенкĕне районта 1003 çемье илнĕ те ĕнтĕ. Республикипе вара сертификат хуçисем 31 пин ытла çемье. Районĕпе сертификат суммипе 40 проценчĕ пĕтĕмпех е унăн пĕр пайĕпе усă курнă. 348 çемье пĕтĕмпе 107 миллион та 300 пин тенкĕ укçана хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма усă курнă, ачисене вĕрентме уйăракансем 8 çемье пулнă, пĕтĕмпе 290 пин те 500 тенкĕпе усă курнă.
О. АЛЕКСЕЕВА,
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ.