30 ноября 2011 г.
Вăрçă ветеранне Мускава хÿтĕленĕшĕн чысларĕç
Аслă Отечественнăй вăрçăра Мускавшăн пынă çапăçусем пулнăранпа 70 çул çитет. Çавна май Мускав Правительстви паттăр салтаксене чыслама «70 лет битвы за Москву» Асăну паллине хатĕрлерĕ. Шел пулин те, вăхăт иртнĕçемĕн вăрçă ветеранĕсен речĕ сайралансах пырать. Мускавшăн пынă çапăçусене хутшăннă салтаксем те паян республикипе 40 çын кăна юлнă, пирĕн районта вара паян Г.А. Мартынов кăна пурăнать.
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Георгий Арсентьевича çак паллăна çакса ячĕ. Мускав мэрĕн С. Собянинăн салам çырăвне панипе пĕрлех ветерана Аслă Çĕнтерÿшĕн, Мускав патĕнчи паттăрлăхшăн чĕререн тав турĕ.
– Пирĕн паян эсир çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçра çĕр-шыва çирĕплетессишĕн çине тăрса ĕçлемелле, – терĕ Юрий Александрович. Георгий Арсентьевича сывлăхлă вăрăм кун-çул сунчĕ.
89 çулхи вăрçă ветеранне çавăн пекех Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин саламларĕç.
Наградăсем сахал мар вăрçă паттăрĕн: Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури хăюлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», Георгий Жуков медалĕсем. Вĕсен çумне каярахпа ĕçшĕн чысласа панисем хушăнчĕç: «Ĕçри паттăрлăхшăн», «Ĕç фрончĕн участникне» медальсем.
Халь панă Асăну палли вара Георгий Арсентьевича хаяр вăрçă кунĕсене асилтернипе пĕрлех куç умне çăмăл мар, анчах кашни çыншăн хаклă яшлăх вăхăтне кăларса тăратать. Вăрçă пуçланичченех салтака кайнăскер, службăна вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче 35-мĕш çарăн 209 ротинче пуçлать. Связист-телеграфист специальноçне алла илет. Вăрçăра та çак ĕçех пурнăçлать. Мускав патĕнчи хĕрÿ çапăçусем хыççăн Георгий Арсентьевича каллех Инçет Хĕвелтухăçне яраççĕ. Аслă Çĕнтерĕве те вăл унтах кĕтсе илет. Пĕр вăхăт Маньчжуринче службăра тăрать.
Вăрçă хыççăн вара ĕнерхи салтак районти çар комиссариатĕнче, парти райкомĕнче инструкторта, «Ĕç ялавĕ» колхоз счетоводĕнче, Муркаш ял Совечĕн председателĕнче ĕçлет. Мăшăрĕпе Мария Прохоровнăпа (вăл та ĕмĕрĕпех парти райкомĕнче библиотекарьте ĕçленĕ) 3 ача çуратса ÿстереççĕ. Паян вара 7 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 3 ачипе савăнса пурăнаççĕ. Л. ПАВЛОВА.