Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Качака сĕчĕ çамрăклăха упрать»

26 ноября 2011 г.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче унчченхи колхозсемпе совхозсем хăйсен харпăрлăх формисене улăштарчĕç. Нумайăшĕ – паянхи ял хуçалăх производство кооперативĕсем. Рынок хутшăнăвĕсем аталаннă вăхăтра вĕсенчен чылайăшĕ панкрута тухрĕ, малтанхи вăхăтра тухăçпа савăнтарнă хирсем вара çум курăк тыткăнне кĕрсе ÿкрĕç. Ял хуçалăхĕнчи çакнашкал ÿкерчĕкре çăлăнăç вăлтин рольне хресчен (фермер) хуçалăхĕсем илчĕç. Вĕсене малашлăхпа аталанма патшалăхĕ те пулăшу парса хавхалантарма пуçларĕ. Ку лайăх-ха, анчах ялта пурăнакан кашни çын тата çемье хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесех ĕçлеймест. Вĕсенчен ытларахăшĕ килти хушма хуçалăха аталантарса тупăш илесси пирки, пушă вăхăт валли чун киленĕвĕ тупасси çинчен шутлать. Патшалăх пулăшăвĕ кунта та çитни ял çыннишĕн пысăк тĕкĕ пулчĕ. Паян ялта пурăнакан сĕт сăвассипе пĕчĕк фермăсем йĕркелет, мăйракаллă шултра выльăхпа сысна самăртать, чăх-чĕппе хур-кăвакал, кролик, пулă, сурăх, качака ĕрчетет. Хăйĕн ĕçĕпе ял бизнесĕ те хуларинчен ÿксе юлманнине çирĕплетет.

Паянхи ял çыннин ĕçне-хĕлне тишкеретĕн те тĕп вырăнта патшалăх пулăшăвĕ мар, çĕр ĕçне чунĕпе парăннă хресчен ачисем тăни куç умне тухать. Тĕрĕссипе вĕсем рынок аталанăвĕн тапхăрĕнче çĕнĕлĕхсене алла илсе ÿссе тĕрекленнĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман çынсем. Пылчăкран, тислĕкрен хăраманскерсем паян хăйсен ĕçĕпе мăнаçланса çÿренине асăрхатăн та, вĕсем йывăрлăхрисене пĕр иккĕленсе тăмасăр пулăшу панине куратăн та – ял хуçалăхĕ çĕнĕ аталану шайне ура ярса пуснине туйса илетĕн. Çапла пулмалла та ĕнтĕ – хамăра тăрантаракан çĕр-аннемĕр хуçасăр пулаймасть. Эпир-çке унăн ачисем, ывăлĕ-хĕрĕсем.

Çакнашкал шухăш-ĕмĕтпе Москакасси ял тăрăхĕнчи Макçикасси ялне çитрĕм. Çут çанталăк тыткăнĕнчи лаштра йăмрасем айĕнче вырнаçнă пĕчĕк ял. Урам хĕрринчи пĕрремĕш çуртра Роза Андреевна Дубинкина пурăнать. Çĕр ĕçĕнчен, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен нихăçан та катара тăман асанне юлташĕсем сĕнÿ панипе 5 çул ĕнтĕ качака ĕрчетет.

– Çамрăк мар ĕнтĕ. Ĕне тытма кансĕртерех. Çитменнине хĕл каçма ачамсем патне хулана каятăп. Качакапа вара хуйхă-суйхă сахалрах. Юлташăмсем те пĕр качакана хĕл каçарса параççĕ, – терĕ вăл кил хушшинчи утă купи патĕнче качакасем ăмăртсах апатланнине пăхса тата юлташĕсем çине тинкерсе.

– Паян ялта пурăнакансем сурăхсемпе качакасем усрасси çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçлани сисĕнет. Çакă килти хушма хуçалăхсене тытса пыракансем тăтăшах шыравра пулнине кăтартать. Танлаштарма, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче сурăхсем тытасси те историе кĕрсе юлчĕ пулсан, çĕнĕ условисенче килти хушма хуçалăхсенче «манăçа тухакан» выльăхсем те тупăш парасси пирки иккĕленменнине кăтартса параççĕ, – калаçăва хутшăнчĕç 63 çулхи Зоя Николаевна Макаровăпа унăн мăшăрĕ 74 çулхи Александр Матвеевич.

Ростов облаçĕнчи Донецкра 15 çул ытла шахтăра ĕçленĕ арçын – паян ял старости. А. Макаров хăйĕн тăрăшулăхĕпе умри йывăрлăхсене çĕнессипе ял çыннисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

– Шахтăра ĕçлесе сывлăх самаях хавшанăччĕ. Яла таврăнсан мăшăрăмпа качака усрама пуçларăмăр та унăн продукцийĕпе усă курса иккĕмĕш çамрăклăха тавăртăм. Качака сĕчĕ, унран хатĕрленĕ турăх, сыр, çу, хăймапа уйран пур чиртен те усăллă, – кăмăллăн калаçать ватлăхран инçетре курăнакан ял старости.

Зоя Николаевна вара качака усрас тата ĕрчетес ĕçре хăйне евĕр маçтăр. Ял çыннисене те çак ĕçе явăçтарассипе тăрăшать вăл. Паян вĕсем килти хушма хуçалăхра мăшăрĕпе иккĕшĕ 12 качака усраççĕ. Зоя Николаевна Макаровăпа унăн тусне Роза Андреевна Дубинкинăна куратăр.

Килти хушма хуçалăхра качака усракансем унăн сĕчĕ çине тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Качака сĕчĕпе «ăс» кĕресси пирки вĕсем пĕртте иккĕленмеççĕ. Иккĕленмеççĕ те тĕрĕс тăваççĕ. «Качака усракансем сывлăхшăн тĕрĕс çул суйласа илеççĕ», – тесе ăсатрĕç ватăсем мана.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика