26 ноября 2011 г.
Килте те, уйра та кĕрешмелле
Пĕлтĕрхи шăрăх çеç шăши тăшманĕсен йышне палăрмаллах чакарчĕ. Çакна кура кăçал сад-пахчасемпе уй-хирсенче шăши йышланса кайнине асăрхатпăр. Каламалла, сивĕ кунсем çывхарнă май вĕсем уй-хиртен çынсем пурăнакан вырăнсене, хуçалăхсен фермисене куçаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе кĕрешес ыйту паян пĕрлешÿллĕ хуçалăхрипе пĕрлех килти хушма хуçалăх тытаканăн кун йĕркинче те çивĕч тăрать.
Шăшисем çулталăкĕпех пысăк активлăхпа палăраççĕ. Вĕсен ĕрчеслĕхĕ уйрăмах пысăк пулни – ял çыннишĕн чи çивĕч ыйту.
Кăçал тыр-пул пухса кĕртесси тăсăлни, хирте вырман лаптăксем юлни, çĕр улмипе пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарма май килменни, нумай ана сухаламасăр юлни шăшисене хунама пулăшрĕ çеç.
Шăшисем 11 çура таран çăвăрлаççĕ. Виçĕ эрнерен вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнайраççĕ, 1–1,5 уйăхран йăх тăсма пуçлаççĕ. Кăçалхи пек лайăх условисенче вĕсем геометри прогрессийĕпе ĕрчеççĕ. Çак кăшлакан чĕр чунсем ял хуçалăхне вăйлă сиенленипе пĕрлех тĕрлĕ чирсене сарса выльăхсене чирлеттерме те пултараççĕ.
Çакна пĕлсе тăрса шăшисемпе кĕрешесси кун йĕркинче малти вырăнта пулмалла. «Мĕнле пĕтермелле-ха вĕсене;» – ыйтĕ вулакан. Шăтăксен тĕлне илĕртекен тутăллă наркăмăшлă апат хурса тухмалла. Ăна пирĕн патăмăрта çителĕклех туянма пулать.
Кĕр кунĕсенче шăшисем хăйсене хĕл каçма меллĕрех вырăнсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем кăмăллакан вырăнсем: дача çурчĕсен путвалĕсем, сарайсем, ампарсем, хирте юлнă утă-улăм упранакан вырăнсем. Хĕл кунĕсенче çак вырăнсенчен шăшисем пур еннелле те çăмăллăнах çÿрейреççĕ. Юр сийĕ вĕсене кушаксемпе тăманасенчен, ытти тăшмансенчен хÿтĕлет. Садра пулсан шăшисем уйрăмах çамрăк улмуççисен çĕр çумĕнчи пайне лайăх кăмăллаççĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан вĕсем ăна вулă тавраллах кăшласа çаврăнаççĕ.
Уй-хирте шăшисем кĕрхи культурăсен калчисене тапăннă тĕслĕхсем республикăра пĕрре кăна мар. Ăна çавапа çулнăн çиеççĕ вĕсем. Тымар тĕмĕленнĕ вырăна уйрăмах юратаççĕ. Çакна шута илсе Патăрьел, Красноармейски, Пăрачкав, Шупашкар районĕсенчи хуçалăхсем шăшисемпе кĕрешессине лайăх йĕркеленĕ. Уй-хирте юр хулăн маррине курса тăрса çак сăтăрçăсемпе кĕрешессине кун йĕркине кĕртмеллех. Ахальлĕн çуркунне çĕр ĕçченĕсене хушма йывăрлăхсем пулĕç, çĕнĕрен акмалли лаптăксем хушăнĕç.
Хальлĕхе шăшисем уйрăм вырăнсенче ушкăнпа ĕрченĕ. Уй-хир лаптăкĕшĕпех сарăлма ĕлкĕреймен-ха. Ытларах анасем хĕррипе йышлă вĕсем. Вĕсене сарăлма парас марччĕ, çав лаптăкрах пĕтерме мерăсем йышăнасчĕ. Çак ĕçре эпир сире яланах пулăшма хатĕр. Пирĕн тел.: 62-2-77.
А. ПОПОВ,
«Россельхозцентр» филиалăн
районти пайĕн пуçлăхĕ.