26 ноября 2011 г.
Хĕл сиввисем пуçланчĕç
Пÿрт-çуртсене хутса ăшăтмалли тата электричествăпа ытларах усă курмалли тапхăр пуçланнăран кăмакасемпе электричество кабелĕсен юсавлăхĕ малти вырăна тухса тăчĕ. Унчченхи хĕл тапхăрĕсене тишкерсен те, пушарсем килти хушма хуçалăхсенче юсавсăр кăмаксемпе мăрьесенчен тата электрокабельсенчен вăй илни курăнать. Çавăнпа та хĕле кĕнĕ май вĕсен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухни никамшăн та ытлашши пулмĕ.
Пирĕн районта хĕллехи тапхăрта çулленех вуншар пушар алхасать. Кăçалхи ноябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне те пушарсен тĕп пайĕ килти хушма хуçалăхсенчех тухрĕ: 37 инкекрен 31-шĕ. Уйрăммăн тишкерсен 19 хутчен вут-çулăм килти хушма хуçалăх тытакансен пÿрчĕсенче, 6 хутчен хушма хуралтăсенче, 5 хутчен мунчасенче алхасрĕ. Кăçал пулнă пушарсенче 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни те «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне ÿстерет кăна. Çакă черетлĕ хĕл пуçланнă май ял çыннисен сисчĕвлĕхне вăйлатĕ тесе шутлатăп.
Маларах илсе кăтартнă лару-тăрăва тишкерсе хак парса ял çыннисенчен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсенчен вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатăп.
Ялта пурăнакансен лаçри тата мунчари кăмакасем умĕнче урайне кăвар тухса ÿкесрен 0,5Х0,7 метр калăпăшлă тимĕр çапни, кăмакасен юсавлăхне тĕрĕслени тата мăрьесене хăрăмран тасатни, кăмакасем çумĕнче хăвăрт çунмалли япаласем пулманни – хăрушсăрлăхăн тĕп никĕсĕ. Хутнă кăмакасем патĕнче вутă-шанкăпа кĕпе-йĕм типĕтме, кăмакасене хутма ача-пăчана явăçтарма, çунакан кăмакана никам пăхмасăр пăрахса хăварма юрамасть.
Чÿк уйăхĕнчи 3 пушара тишкерер-ха. 1-мĕшĕнче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснипе Ярославка ял тăрăхĕнчи Чемей салинче пурăнмалли çурт кĕлленчĕ. Тепĕр икĕ эрнерен Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çатракассинче кил хуçисем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснипе мунча, çуллахи кухня, мастерской тата вутă сарайĕ кĕлленчĕ. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче те мунча хутнă чух «вĕрине ытларах панипе» Хорнуй ял тăрăхĕнчи Мăн Шаптакра мунча кĕлленчĕ. Мунча ытти хуралтăсенчен уйрăм пулни тата пулăшу вăхăтра çитни кăна вут-кăвара сарăлма памарĕ.
Пулни-иртнисене шута илсе хĕлле пушар хăрушсăрлăх правилисене ялта пурăнакансен çирĕпрех пăхăнасчĕ.
А. ЕФИМОВ,
патшалăх надзор ĕç-хĕл
уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ.