26 ноября 2011 г.
Санăн тимлĕхÿ пурин валли те çитет
Кăçалхипе вун виççĕмĕш çул ĕнтĕ Раççейре Ача амăшĕн кунне уявлаççĕ, çак куна чыслани анне пĕлтерĕшĕ ÿссех пынине çирĕплетет.
– Пирĕн çулсем малаллах каяççĕ, хамăрăн та ачасем ÿссех пыраççĕ, апла пулин те кун-çул парнелекенсем пурăннă чухне эпир пурте ачасемех-ха. Маншăн анне – чи сăвапли, пурнăç тыткăчи. Кашнин амăшĕ ачи-пăчине сĕнÿпе е ытти енĕпе пулăшма тăрăшать. Пирĕн вара ăна-кăна пăхмасăр аннесем валли яланах пушă вăхăт, ăшă сăмах тупмалла, – тесе пуçларĕ сăмахне Хорнуй ял тăрăхĕнчи Платкасси ялĕнчи Михайлова Ирина Семеновна.
Ирина Семеновна хăй анне пулнипе тата хăйне пурнăç çулĕ çине кăларнă амăшĕ тĕрĕс-тĕкел пурăннипе чăнахах та телейлĕ. Ачалăх, çамрăклăх çулĕсенче вăр-вар пулнăскер кунне-çĕрне пĕлмесĕр вĕлле хурчĕ евĕр лара-тăра пĕлмест: тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать, сутлăх çăматă йăвалать, хурт-хăмăр ĕрчетет, арçын водительтен кая мар автомашинăпа çÿрет тата ытти те. Унăн ĕçченлĕхне, пултарулăхне хăшĕн-пĕрин ăмсанмалли кăна юлать.
– Çапах та хĕрарăм вăл е ку ĕçе пултарнипе мар, чи малтан амăшĕн тивĕçне туллин пурнăçланипе пĕлтерĕшлĕ. Хĕрарăма ахальтен мар ĕнтĕ Турри амăшĕ пулма пилленĕ, апла пулсан унăн хăйĕн ачине кăна мар, хÿтлĕх кирлĕ ытти ачана та хапăл тума, пулăшу кÿме пултармалла, – кăмăллăн пĕлтерчĕ Ирина Семеновна.
Р. МАКАРОВА.