Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С. Янтуш – илемлĕ литературăн кÿлепине ăсталаканĕ

26 ноября 2011 г.

С. Янтуш – илемлĕ литературăн кÿлепине ăсталаканĕ

Муркаш тăрăхĕ тĕнчипе паллă çынсемпе чăннипех те пуян: С. Янтуш, Г. Алексеев, Н. Никольский, В. Егорова, В.Соколова тата ыттисем те. Вĕсем кашниех пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен чăвашсен пĕрремĕш писателĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ Спиридон Михайлович Янтуш (1821 –1861) çуралнăранпа 190 çул çитнине халалланă уйăхлăх пырать. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ йышăну кăларнă, ятарлă ĕç комиссийĕ йĕркеленĕ.

Чăваш ячĕпе малтанласа калаçаканĕ С. Михайлов пулнă. Вăл 1860 çулта М.П. Погодин патне «... да и не должно мне переменять жизнь свою, когда из миллиона чуваш и черемис я первый еще писатель в России» тесе çырать. Çапах та «эпĕ пĕрремĕш» тенинче европăлла историлĕх те çук мар. Раççейри культура талккăшĕнче вăл чăваш валли малтанласа уйрăм вырăн çĕнсе илнĕ. Çакна вырăссем те, ют çĕр-шыв çыннисем те йышăннă. Спиридон Михайловича чăваш хушшинче чунне парса вăй хунă вырăс çутлăхçи тесе хаклаççĕ ăсчахсем. Çапла вара пирĕн çак таранччен сарăлса пынă çыруллă культура талккăшне чăваш ячĕпе чи малтан никам та мар, С. Янтуш уçнă тесе хăюллăнах калама пултаратпăр. Çакна тума ăна çав вăхăтри общество юхăмĕсем, чи малтан славянçăсен юхăмĕн идейисем, ĕçĕ-хĕлĕ пулăшнă.

...Ашшĕ хăй ывăлне пĕчĕккĕллех хутла вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпех ăна Чикме хулине купса патне илсе кайнă. Анчах та хула мещенĕсемпе купса тарçисем унтан тăтăшах мăшкăлласа кулнă. Тăвăлса çитнĕскер çакăнтан пăрахса каять. Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхать. Каярах вара тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче, ытти çĕрте ĕçлет. 1842 çултан пуçласа мĕн виличченех Чикмери земство сучĕн куçаруçи пулнă. Вăл тăтăшах тĕрлĕ произведени, кĕнеке хайлать, чăвашла ултă инсценировкăпа сценка çырать. С. Янтуш çыравçă кăна мар, ăста куçаруçă та пулнă. Çапла вара вăл чăваш çыруллă сăмахлăхне драма жанрĕсен системине кĕрекен йăла калаçăвĕсене те малтанласа кĕртнĕ теме пулать. Хăйĕн пултарулăхри ăсталăхне туптаса вăл чăваш илемлĕ литературин кÿлепине ăсталанă, хăйĕн хыççăн килекенсем валли çул такăрлатнă.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика