26 ноября 2011 г.
«Пире ырă туни хăвăра та ырăпах таврăнĕ»
Чăваш Республикинче 2011 çулта социаллă программăна вăя кĕртме 18 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕн пĕр пайĕ – ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернат çурт тăррине юсама. Чăваш Республикинче пурнăçланакан социаллă программăна туллинрех вăя кĕртме Раççей Пенси фончĕ 2000 çултанпа пулăшса пырать. Çавна май 11 çул хушшинче Раççей шайĕнчен Чăваш Ен Пенси фондне 228 миллион тенкĕ ытла куçарнă: 154 миллион тенкĕ халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисен пурлăх базине çирĕплетме, 74 миллион тенкĕ ĕçлемен пенсионерсене адреслă пулăшу пама.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти историпе краеведени музейĕнче хисеплĕ пенсионерсем ЧР Президенчĕн Çырăвне хаклама, ытти ыйту тавра калаçма пухăнчĕç. Вĕсемпе тĕл пулма республика шайĕнчен РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн ертÿçи Р. Кондратьева, «Раççейри пенсионерсен союзĕн» Чăваш регионĕнчи обществăлла организацийĕн ертÿçи В. Сапожников килчĕç. Ларăва пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Е. Александрова ертсе пычĕ.
– Юлашки 10 çулта ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 6 хут ÿсрĕ. Социаллă пенсин вăтам виçи пенсионера пурăнма кирлĕ республикăра çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçерен пысăкрах. Чăваш Енре ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрен аслăрах граждансен 80 проценчĕ хушма социаллă пулăшу илсе тăрать. Çак тĕллевсем валли республика бюджетĕнчен кăçал 1 миллиард та 590 миллион тенкĕ уйăрнă, çитес çул унтан та ытларах пулĕ. Палăртса хăвармалла, финанс кризисĕн условийĕсенче тĕнчери пĕр çĕр-шыв та пенсионерсене çавнашкал пулăшу пама палăртакан йышăнусем туман. Апла пулсан пирĕн малашлăх пысăк, пурнăçлани витĕмлĕ. Çавăнпа хамăр пурнăçа хамăрăн та тĕреклетме тăрăшмалла, – терĕ Роза Алексеевна пухăннисене умри пысăк ĕçре тĕрĕс утăм тумаллине палăртса.
Ял тăрăхĕсенче пенсионерсен канашĕсене йĕркеленĕ. Вĕсен ертÿçисем – активлă çынсем, вĕсем тăрăшнипе урамсенче тирпей-илем кĕртес ĕç пурнăçланать тата ытти те. Пенсионерсем вара пирĕн кулленхи пурнăçра пысăк витĕм кÿреççĕ. Акă районти хисеплĕ ватă çынсем Чăваш Республикин Президенчĕ патне ветеран ята тивĕçес ыйтупа тухни те тимлĕхсĕр юлмарĕ. Çапла вара çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн 300 яхăн пенсионер заявлени çырма ĕлкĕрнĕ, ку ĕç малалла пырать. Çавăн пекех малашне вăрçă ачисем тĕлĕшпе те ырă улшăну пулĕ. Çакăн пирки пухăннисене социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи Н. Петрова пĕлтерчĕ.
– Эпир, пенсионерсем, ветерансем, Чăваш Республикин Президенчĕн Çырăвне ырăпа кăна хаклама пултаратпăр. Пурнăç ырă еннелле улшăннине туятпăр, куратпăр. Малашне пурнăçлама палăртни вара татах та хавхалантарать. Акă ача амăшĕсем, ачасем тĕлĕшпе те мĕнле кăна ырă улшăну тумарĕç пулĕ правительство шайĕнче. Çавăнпа та пире ырă туни хăвăра та ырăпах таврăнĕ тесе калас килет çÿллĕ шайри ĕçченсене. Хамăр ача чухнехине е пенси укçи илеймен тапхăра, ача укçине кĕрпепе, ытти таварпа панине аса илер-ха тата. Апла пулсан паянхи пурнăçа хурлама сăлтав çук пек туйăнать, – терĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнчи З.Н. Кадыкова пухăннисене.
Хисеплĕ ветерансем пурнăçра чылай нуша тÿссе ирттернĕ. Çавăнпа та вĕсен сĕнĕвĕсем те вырăнлă, ыйтăвĕсем те чуна тивекеннисем. Ветерансен ыйтăвĕсене, сĕнĕвĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов шута илчĕ. Р. Илларионова.