Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхран хисеп патне

23 ноября 2011 г.

Пахалăхран хисеп патне

Хура кĕр хыççăн шурă тумлă хĕл кунĕсем тавралăха хăйсен тыткăнне илчĕç. Пурнăç утти хăйĕннех тăвать. Ним сисĕнмесĕрех, акă, сивĕ хĕл хыççăн ăшă çуркунне те ума тухĕ: çĕр ĕçченне çур аки алăкран шаккĕ. Унччен вăхăт пур-ха тесе хресченĕн илемлĕ хĕл кунĕсене лăпкăлăхра ирттерес марччĕ кăна. Вырма вăхăтĕнче тирпейлĕ управа хунă вăрлăха паянах пулас ака валли хатĕрлеме пуçламалла. Çакна шута илсе йĕркелерĕмĕр те эпир хамăр паянхи калаçăва.

Хитре хĕл кунĕсем пĕлтерĕшлĕ вăхăт: çитесси пирки шутлакан çĕр ĕçченĕ паянах вăрлăх пахалăхĕ пирки пуç ыраттарать, ырана хăвармасăр минераллă удобренисем хатĕрлессипе ĕçлет. Çак ĕçсене пурне те юлашки куна хăварсан, кирлĕ кунра вăхăт çитмесен те пултарать. Ыранхи кунпа пурăнаканăн çакна çирĕп асра тытмалла.

Пĕрлехи ĕç паянхи таблицăран аван курăнать.

Пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи

Çуртрисен пахалăхне кăтартни

(чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне)

1. Пĕтĕмпе вăрлăх кирлĕ. 2. Тĕрĕслеттернĕ. 3. Кондициллĕ вăрлăх (центнерпа).

Е. Андреев яч. хис. 1500 1200 –

«Восток» 900 1379 571

«Герой» 2100 1986 656

Ильич яч. хис. 2500 2700 900

ВТМ 200 0 0

«Путь Илича» АФ 500 600 0

«Моргаушская» 500 0 0

«Оринино» 1500 2207 2207

«Передовик» 1250 1198 1198

«Свобода» 2700 2472 1814

«Сеятель» 980 480 69

Суворов яч. хис. 2000 2300 0

«Ударник» 3300 2788 2788

Чапаев яч. хис. 1300 1450 600

«Чемеево» 960 960 71

Чкалов яч. хис. 1100 1150 0

«ДаАн» 1501 200 0

«Колос» 250 0 0

Мичурин яч. хис. АФ 600 700 100

«Гея» 250 300 0

«ВаСем» 900 1020 0

«Бездна» 250 300 150

А. Толстов КФХ 300 300 0

В. Бархаткин КФХ 700 800 200

А. Трепнев КФХ 200 200 200

С. Сретинский КФХ 300 0 0

В. Горбунов КФХ 600 600 300

Районĕпе 25850 25850 11684

Таблицăри çумне мĕн хушса калама пулать-ха?  Акă кондицине ларман вăрлăхăн çитменлĕхĕ çинче чарăнса тăрар-ха. Ытларах вăрлăх тасалăхпа тата çум курăк вăрри нумаййипе ака кондицине тивĕçеймест. Çак çитменлĕхе пĕтерме янтăланă вăрлăха паянах алама пуçламалла. Халĕ ăна пурнăçлама çанталăк условийĕсем меллĕ. Ку ĕç паян кашни хуçалăха майлах пырса тивет. Хĕл вăрăм тесе пулас пурте ку ĕçе паянах пуçлама васкамаççĕ. Çав вăхăтрах кĕрхи ĕçсенчен пушаннă-пушанман «Герой», Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., Чапаев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе Мичурин яч. хис. агрофирмăра тата В. Бархаткинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тыр-пул вăрлăхне алассипе ĕçсем пуçланчĕç те. Паян районта ака кондицине тивĕçекен вăрлăх 44 процент. Республика шайĕпе пăхсан пирĕн кăтарту 7 процент пысăкрах пулни те районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсемшĕн лăпланмалли сăлтав мар.

Йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр пĕр тĕллевпе малашлăха пăхса ĕçлекен хуçалăхсем акара паха вăрлăхпа кăна ĕçлессине кун йĕркинчен самантлăха та кăлармаççĕ. Çакăн пирки тата кирек епле бизнес та партнерсем пĕр-пĕрне шаннинчен пуçланни çинчен тепĕр калаçура сăмах пуçарăпăр.

А. ПОПОВ,

Чăваш Республикинчи

«Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика