23 ноября 2011 г.
Ÿсĕмсем пур
Районти ял хуçалăхĕ пурнăçран юлса пыманнине кăçалхи 10 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Кăрлач–юпа уйăхĕсенче Муркаш енри çĕр ĕçченĕсем пĕрлехи тăрăшулăхпа 4055 тонна (пĕлтĕрхин 99,6 проценчĕ) аш-какай, 35516,2 тонна сĕт (98 процент) туса илнĕ. Кунта кăтартусем 2010 çулхине çитсех каймаççĕ. Анчах паян талăкри ÿт хушаслăхпа, выльăхсен кĕтĕвĕ хутшăнни çывăх малашлăхра лару-тăру ырă енне улшăнасса шантарать.
Вунă уйăхра мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ 15825 пуçа (102,3 процент), ĕнесен йышĕ 9616 пуçа (101,9 процент) çитнĕ.
Сыснасен, сурăхсемпе качакасен кĕтĕвĕ, лашасен йышĕ сахалланни те питĕ курăмлах мар пулни районăмăр иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк кăларса тăратнă кăткăс лару-тăруран мал туртăмлă тухса пынине çирĕплетет.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.