23 ноября 2011 г.
Хăрушлăх пирки манар мар
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци коллективĕ ума лартнă тĕллевсене туллин те вăхăтра пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Паян кун йĕркинче çивĕч тăракан ыйту – выльăхсемпе чĕр чунсем хушшинче тĕл пулакан урни чирне сарăлма парас марри. Кăçал кун пек тĕслĕхсене Хорнуй тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче тупса палăртрăмăр. Иккĕ-мĕш тĕслĕхĕнче кушак кил хуçи хĕрарăмне çыртни вара асăннă чиртен кашнийĕнех уйрăмах сыхă пулмалли пирки аса илтерет. Йÿçкассинче халĕ пур енлĕ профилактика ĕçĕсем пыраççĕ.
Хĕл пуçланчĕ. Сивĕ хĕл кунĕсемпе ун хыççăн килекен çуркунне вара – килти выльăхсемпе ирĕкри чĕр чунсем урни чирĕпе чирлекен тата çак чир пуç çĕклекен чи хăрушă тапхăр. Вăл пур чĕр чуна та ерме пултарать. Çав шутра килти выльăх-чĕрлĕхе те.
Урни чирĕ вăл – хăрушă инфекци. Унран чирĕн инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки 10-12 çулта чĕр чунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакманни – питĕ çивĕч ыйту. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк мар. Юлашки çулсенче çĕр-шывра урни чирĕн эпизоотийĕ сарăлас юхăм палăрма пуçларĕ. Çакăнта тилĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Кунпа пĕрлех ялсенчи хуçасăр йытă-кушак та хăрушлăха вăйлатаççĕ кăна. Йытă-кушак тенĕрен çакна каласа хăварас килет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ялсемпе хуласенче йытăсемпе кушаксем усрамалли правилăсене çирĕплетнĕччĕ. Вырăнсенче çакна пăхăнни – инкекрен хÿтĕленмелли тĕп çул-йĕр. Çитменнине асăннă правилăсене кашни ял тăрăхĕнчех туса хатĕрленĕ. Апла пулсан вырăнсенче вĕсемпе килĕшÿллĕн çанă тавăрса ĕçлемелле.
Хĕл сиввисем çитнĕ май выçлăхпа кĕрешсе ялсем таврашне чăх-чĕп тытма тата çынсем кăларса пăрахнă каяшпа тăранса пурăнма пыракан тилĕсем – урни чирне халăх патне илсе пыракан тĕп çăл куçсем. Вĕсемпе тĕл пулса тытăçăва кĕрекен хуçасăр е тĕрлĕ сăлтава пула сăнчăртан вĕçерĕнсе кайнă йытăсем обществăшăн уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Урни чирĕпе чирлĕ йытă е кушак çыртнă çын çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илмесен, ку чиртен сывалма çук. Çакна шута илсе вырăнсенчи выльăх тухтăрĕсем килти хушма хуçалăхсенчи йытăсемпе кушаксене урни чирĕнчен çулсеренех профилактика прививкисем тăваççĕ. Анчах çакă ялсенчи пур йытă-кушак та профилактика мероприятийĕсене лекнине пĕлтермест, мĕншĕн тесен районта паян хуçасăр йытă-кушак та нумай. Кунта ял тăрăхĕсен администрацийĕсен тивĕçлĕ йышăнусем тумалла. Çакă ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен шăпах кушаксемпе йытăсем урни чирне анлă саракан тата сармалли тĕп çăл куçсем пулса тăнине пурнăç çирĕплетет.
Çакăн пирки Патшалăх ветеринари службипе Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕ асăрхаттарсах тăраççĕ. Пирĕн районта та урни чирĕ тупăннă тĕслĕхсем пулмарĕç мар. Вĕсем кашнинчех яла пырса кĕнĕ тилĕпе çыхăннă. Урни чирне хирĕç прививка туман йытăсем урама пырса кĕнĕ тилĕпе çапăçса кайни пĕрре çеç пулнă ÿкерчĕк мар. Çакнашкал кашни тĕслĕхпех ирттернĕ тĕрĕслевсем урни чирĕн паллисене палăртрĕç.
2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 6630 йытăпа 8608 кушака шута илнĕччĕ. 9 уйăх хушшинче «Муркаш районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн специалисчĕсем 3715 йытăпа 318 кушака, 5503 пуç мăйракаллă шултра выльăха урни чирĕнчен профилактика прививкисем турĕç. Çавна май ялсенче пурăнакансемпе сахал мар ăнлантару ĕçĕсем ирттертĕмĕр.
Урни чирĕнчен прививкăсем туса хÿтĕленнипе пĕрлех ял тăрăхĕсенче хуçасăр йытă-кушаксене тытассипе те 12 бригада йĕркелерĕмĕр. Вĕсен пулăшăвĕпе çулталăк хушшинче урамра тĕлли-паллисĕр чупса çÿрекен хуçасăр 352 йытăна, 65 кушака тытса сиенсĕрлетрĕмĕр. Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче йытăсемпе кушаксене усрамалли правилăсене пăснă 71 гражданина 35500 тенкĕлĕх административлă йĕркепе явап тыттарма тиврĕ.
Халĕ калани паянччен пурнăçланă пĕтĕмĕшле ĕçсен пĕр пайĕ. Урни чирĕ обществăшăн пысăк хăрушлăх пулнине ăнланса ял çыннисем те пире ытларах пулăшасса, пирĕнпе пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçлессе шанас килет. Ял çыннисен хăйсен килĕсенчи йытăсене прививка тăвассинчен сиксе юлас марччĕ. Ахальлĕн вĕсене йĕркене пăснăшăн саккунпа килĕшÿллĕн 500 – 1000 тенкĕлĕх административлă явап тыттарма тивĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче те вырăнти депутатсемпе килĕшÿ туса йытăсем ирĕкре хуçасăр чупса çÿренине чарма тивĕçлĕ мерăсем йышăнасчĕ. Ку вăл пĕрлехи ĕç пултăрччĕ. Ахальлĕн йĕрке пăсакансене административлă майпа явап тыттарма та тивĕ.
Л. БОЯРИНОВА, районти выльăх
чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветврач-
эпизоотолог.