Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисене – çĕр лаптăкĕсем

23 ноября 2011 г.

Нумай ачаллисене – çĕр лаптăкĕсем

Чăваш Енри нумай ачаллă ытларах та ытларах çемье çĕр лаптăкĕсене савăнăçпах илнисем пулса тăраççĕ.

Республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парасси çинчен саккуна пурнăçа кĕртессипе ĕçсем епле пынипе ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ.

– Светлана Александровна, юлашки хыпарсене пĕлес килет. Республикăра çĕр участокĕсене нумай ачаллисене парассипе миçе çемьене учета илнĕ-ха?

– Паянхи куна (ноябрĕн 21-мĕшне) илсен, 1288 çемье шутра. Уйрăммăн илсен, пуринчен те ытларах çемьесене Шупашкар – 581 (учета илнĕ мĕн пур нумай ачаллă çемьесен 45 проценчĕ), Çĕнĕ Шупашкар – 112 (9 процент) хулисенче, çавăн пекех Шупашкар районĕнче 133 (10 процент) учета тăратнă.

Çĕр лаптăкĕсене пурăнмалли çурт-йĕр лартма 682 çемье (53 процент), килти хушма хуçалăха тытса тăма 417 çемье (32 процент), дача строительстви валли – 189 çемье (15 процент) заявлени панă.

– Çĕр участокĕсене вара миçе йĕркеленĕ-ха?

– Нумай ачаллă çемьесене валли çĕр участокĕсене 666 йĕркелесе кадастр учетне тăратнă.

– Светлана Александровна, хуласенче нумай ачаллă çемьесене пама çĕр çитмест теççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ку лару-тăруран мĕнле тухаççĕ-ха?

– Чăнах та, хула округĕсенче, уйрăмах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çурт-йĕр çĕклемен пушă çĕр лаптăкĕсем çитмеççĕ. Çавна май хуласен администрацийĕсем, саккунлăх нормисемпе усă курса, муниципаллă районсен администрацийĕсемпе çыхăну вăйлатса, пĕр муниципаллă пĕрлешÿрен теприне тавăрса памалла мар пама, çапла вара нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр пама май тупаççĕ.

– Калăр-ха, ку таранччен миçе çемьене сертификат панă?

– Мĕн пур муниципаллă районсемпе хуласен округĕсен территорийĕсенчи нумай ачаллă 322 çемье тавăрса памалла мар çĕр лаптăкĕ илме сертификата тивĕçнĕ. Вĕсене 42 гектар лаптăк валли панă. Вăрнар, Комсомольски, Етĕрне, Шупашкар районĕсенче, Шупашкар хулинче, Çĕнĕ Шупашкарта çĕр лаптăкĕ илнĕ çемьесем ытларах.

– Пирĕн республика Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче епле курăнать-ха; Раççейĕн пур регионĕсенче те нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем параççĕ-и?

– Çакна палăртатăп, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, çавнашкал нормативлă право акчĕсене Раççей Федерацийĕн 51 субъектĕнче туса хатĕрленĕ. 2011 çулта пирĕн çĕр-шывра çĕр лаптăкĕсемпе нумай ачаллă 2319 çемьене тивĕçтернĕ. Çав шутран 785-шĕ – Атăл тăрăхĕнчи федераллă округран.

– Юлашкинчен эсир пирĕн Муркаш районĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Сирĕн районта çĕр лаптăкĕ илме 6 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен 5-не сертификат панă. Нумай ачаллă çемьесене валли 10 çĕр участокĕ йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика