23 ноября 2011 г.
«Юрă-кĕвĕ – мана çывăх тĕнче»
Тĕрлĕ сăлтава пула сывлăх енчен хăш-пĕр кăлтăклă çын кун-çула урăхларах йышăнать, Турри панă ăсталăха та вĕçсĕр-хĕрсĕр аталантарма тăрăшать, мĕн пурнăçланипе лăпланса лармасть. Ку каларăша эпĕ Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçипе В.М. Александровпа çыхăнтарасшăн. Чунри пăлханăва та самантрах юрă-кĕвĕпе ылмаштарма мехел çитерет вăл, вăхăтпа туллин усă курса йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалать, халăх умне çĕнĕрен те çĕнĕ кĕвĕ кăларать. Эпĕ унăн кĕвĕ-çемĕ туртăмĕ ăçтан пуçланнипе кăсăклантăм.
– Аттепе анне те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин синкерĕ витĕр тухнă. Нушана парăнса пуç усса ларман вĕсем, хуйхă-суйхăна юрă-кĕвĕпе ылмаштарма, пусарма пĕлнĕ. Атте ялти чи чаплă купăсçă пулнă. Вăл вăхăтра купăс сайра-хутра кăна пулнă вĕт. Çапла вара ку тĕлĕшри туртăм кĕçĕн ăрăва та куçнă. Эпĕ тата пиччепе шăллăм купăс калама вĕреннĕ. Ку ăсталăхран анне те аякра юлман, ыттисен кĕвви-çемми майăн юрă шăрантарнă, – аса илет «Шуракăш» ансамбль ертÿçи В.М. Александров иртнĕ вăхăта.
Купăс каласси хăйне май ăсталăх, ăна калама вĕренме чи малтан чăтăмлăхпа пултарулăх кирлĕ. Çапах та мĕн пĕлнипе кăна çырлахма шутламасть-ха мал ĕмĕтлĕ яш, баян йывăрлăхне çĕнтерме ĕмĕтленет, шухăша вăя кĕртет. Кĕвĕ-çемĕ туртăмлăхĕпе, ăсталăхĕпе ыттисенчен палăрса тăнă, çакă унăн Турă пиллени пулнă ĕнтĕ. Кĕçех вăл хор йĕркеленĕ, унта çÿрекенсем йышлă пулни ăна ĕçлеме татах та хавхалантарнă. Ушкăн пултарулăхне вара чылайăшĕ ăмсаннă. Владимир Михайловича ăсталăхне кура районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» ансамблĕн хормейстерĕнче тăрăшма сĕннĕ. Ответлăха туякан ĕçчен, паллах, хирĕçлемен. Çапла вара çав çулах вăл ертсе пыракан ушкăн республика телефестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. Çак çитĕнÿ те Владимир Михайлович ăсталăхĕ тата тăрăшулăхĕ пиркиех калать.
Çапах та юрă-кĕвĕ ăсти хăй ăсталăхĕ кăна çителĕксĕррине, малашнехи ĕç-хĕл валли уйрăм пĕлÿ кирлине туять. Çапла вара вăл музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илет. Çавăн хыççăн дипломлă специалист чылай çĕрте вăй хурать, пысăк çитĕнÿсем тăвать.
«Шуракăш» кун-çулĕ 1988 çулта пуçланать. Вăл вăхăтри балетмейстер эпир пурте пĕлекен ташă ăсти, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов пулнă. Çак ансамбль ĕçне çÿллĕ шая хăпартас тĕллевпе вĕсем пĕрле ырми-канми тăрăшнă. Тепĕр виçĕ çултан вара ансамбль «халăх коллективĕ» ят çĕнсе илнĕ. Владимир Михайлович ĕçтешĕсем – чăн-чăн юрă-кĕвĕ ăстисем, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Çак пысăк хисепе Владимир Михайлович хăй те тивĕçнĕ ĕнтĕ.
«Шуракăш» пĕр вырăнта лăпланса лармасть, пултаруллисене хăй ретне йыхравлать. Ансамбль тăтăш çул çÿревре пулать, хăй пултарулăхĕпе ыттисене килентерет, савăк кăмăл парнелет, çав хушăрах хăй те ыттисенчен хăш-пĕр ăсталăха вĕренет.
– Пирĕн ушкăн ăçта кăна çитсе курмарĕ-ши; Пушкăртстанра, Тюмень, Самар облаçĕсенче, Мускаври Колонна залĕн сцени çинче, Липецкра тата чылай çĕрте пулса курма тÿр килчĕ пире. Ансамбль тивĕçнĕ хисепе вара асăнса та пĕтереймĕн, – терĕ «Шуракăш» ертÿçи.
Владимир Михайлович сывлăх хавшак тесе нихăçан та алă усса ларман. Вăл пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнăран мăшăрĕ уншăн чăн-чăн тĕрев пулса тăрать.
– Тавах сана, маншăн, çемьешĕн эсĕ яланах пурнăç тĕллевĕ те, ертÿçĕ те пулнишĕн, – терĕ мăшăрне тав тунă май.
В. Александров – Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Юрă-кĕвĕ ăстин пÿлминче вара 80 ытла хăй хайланă юрă упранать. Культура ĕçĕнче вăл 36 çул вăй хурать. Малашне те ăна çак ĕçре тăрăшма иксĕлми вăй-хал сунас килет.
Р. Илларионова.