23 ноября 2011 г.
Хастаррисем хамăр хушăрах
Çамрăксен право тĕлĕшĕнчи культурине тата электоратлă активлăхне ÿстерес тĕллевпе республикăри пур районта та çамрăксен информаци кунĕ иртрĕ.
«Эпир тÿлевсĕр медицина, тÿлевсĕр вĕренÿ туса паратпăр, çурт-йĕр туянма та меллĕрех пулĕ – çапла пирĕн программа», – ĕнентерме тăрăшрĕ хура халăха, çав хушăрах эксперт комиссине, «Çамрăксем» парти. «Сывлăхлă Раççей» парти вара çул çитменнисен профилактика ĕçне вăйлатассине, ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парассине мала хунă. «Партисем» – Муркашри тĕрлĕ предприятисенчи çамрăксен канашĕсем – хăйсен программисенче лартнă задачăсене мĕнле майпа пурнăçламаллине те ăнлантарма пултарчĕç. Тĕл пулăва пухăннă çамрăксем анлă тавра курăмлă, тарăн пĕлÿллĕ пулни палăрчĕ. Тен тепĕр темиçе çултан шăпах вĕсем районти ертÿçĕсен, депутатсен ретĕнче пулĕç те.
Çакăн пек ĕçлĕ вăйă çамрăксен информаци кунĕнче Муркаш ял тăрăхĕнче иртрĕ. Маларах информаци ушкăнĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Вырăнти çамрăксен канашĕн тата Чуманкассинчи вăтам шкулти çамрăксен канашĕн активĕсем районти çамрăксен суйлав комиссийĕн тата çамрăксен парламенчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма пултарчĕç, обществăлла пурнăçра çамрăксен вырăнĕ пирки калаçрĕç.
Икĕ ял тăрăхĕнче те çамрăксем çитес суйлав пирки сăмах пуçарчĕç. Суйлава хутшăнма вĕсем хатĕр. Анчах çамрăксене шухăшлаттаракан пĕр ыйту пур. Муркаш ял тăрăхĕнче ăна тÿррĕнех палăртрĕç: суйлав итогĕсем чăн пулма пултарасси иккĕлентерет вĕсене. Иртнĕ суйлавра участокри суйлав комиссийĕн ĕçне хутшăнса курнисем «вĕсем патĕнче» суйлавсем йĕркел-лĕ иртнине аса илтерсе иккĕленÿсене сирме тăрăшрĕç.
Çамрăксен информаци кунĕсем малашне те иртĕç. Информаци ушкăнĕсем ытти ял тăрăхĕсене те çитсе курĕç.
Н. Николаева.