23 ноября 2011 г.
Çулсене тасатасси тивĕçлĕ шайра пулĕ-и?
Çанталăкăн кашни пулăмĕ, вăхăчĕ хăйне май илемлĕ. Хĕлле юр ытларах çуни вара çĕр ĕçченĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, нÿрĕк çителĕклĕ пулсан ял çынни аптăрамасть.
Анчах та тăтăш юр çуни çынсен кулленхи ĕç-хĕлĕнче хăш-пĕр чăрмав кÿрет. Иртнĕ хĕллехи ÿкерчĕк пирĕн асăмра чылайччен юлчĕ: урамсенчи кушак кăна утмалăх çулсем, обществăлла автотранспорт чăрмавлă çÿрени тата ытти те. Кăçалхи хĕл кунĕсем еплерех пулĕç, çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытĕç-и; Çак ыйтусене уçăмлатма эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе В.Г. Никитинпа калаçрăм.
– Паллах, çанталăк епле пулассине калама йывăр. Хамăртан мĕн килнине, пирĕн çине хунă тивĕçе туллин пурнăçлама палăртатпăр. Çулсене пурнăç артерийĕ тетпĕр, çавăнпа та вĕсене кирек хăçан та тивĕçлĕ шайра тытмалла. Район территорийĕнчи çулсене пăхса тăма çулсеренех подряд организацийĕсемпе ĕçлетпĕр. Конкурсра çĕнтернĕ организацисемпе çулталăклăх килĕшÿ тăватпăр. Вĕсемех хĕлле çулсене юртан тасатассишĕн ответлă пулса тăраççĕ.
Иртсе пыракан çулта ДЭП-146 (113 çухрăм), ПГЭС (56 çухрăм), ОАО ПМК (20,5 çухрăм) организацисем районти çул-йĕр çинче ĕçлеççĕ. Халĕ вĕсем çулсене юртан тасатас ĕçе пуçăнчĕç ĕнтĕ. Çак организацисем пăхса тăракан çул калăпăшĕ икçĕр çухрăма яхăн. Ăна валли вун пĕр миллион майлă укçа-тенкĕ уйăрнă.
2012 çулта ку ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çак шайрах пулĕ. Халĕ çитес çул çул-йĕре пăхса тăрас организацисене палăртас ĕç вĕçленеймен-ха, вĕсем пирки каярах тĕплĕн пĕлтерĕпĕр.
Ялсенче пурăнакансене ытларах урамсене юртан тасатманни пăшăрхантарать. Çак ĕç ял тăрăхĕсем çине тиеннĕ. Районĕпе ун йышши çулсем 360 çухрăм. Ăна валли 6 миллион та 413 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçан 50 проценчĕ республика бюджетĕнчен килет, тепĕр пайĕ вара ял тăрăхĕсен укçи. Туятăр пулĕ, урамсенчи çул-йĕре тасатас ĕçе вăхăтра тата туллин пурнăçлассишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ответлă. Апла пулин те ялсене те тимлĕхсĕр хăвармăпăр.
Р. МАКАРОВА калаçнă.