Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк бизнеса аталантарма

23 ноября 2011 г.

Пĕчĕк бизнеса аталантарма

Чăваш Ен экономикишĕн никĕсри тĕп тытăм – пĕчĕк тата вăтам бизнес. Юлашки икĕ çулта мĕн пур бюджетăн укçи-тенки шучĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕ икĕ хут ÿсрĕ те çакă 300,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Çавăн пекех 300 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран пулăшу памалли грант ĕçлет тата организацисемпе предпринимательсен тăкакĕсен пĕр пайне, 5 миллион тенкĕ таран, субсидилессине йĕркеленĕ. Çавăн пекех ЧР Президенчĕ Çырура çитес вăхăтра Муркаш тата Элĕк районĕсенче бизнес-инкубаторсем хута ярассине пĕлтерчĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçĕ пирĕн районта та аталаннине кура эпĕ район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕпе Э.И. Симаковăпа калаçрăм, унăн шухăш-кăмăлĕпе кăсăклантăм.

– Президент Çырăвĕ пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унпа паллашнă май пирĕн пурнăç ÿсĕм çулĕпе пынине туятпăр, çавăн пекех умри тĕллевсем патне туртăнатпăр. Паллах, кĕске вăхăтра татса парайман ыйтусем те çук мар. Юлашки тапхăрта харпăр хăй ĕçне пуçарас текенсем палăрмаллах пысăк пулăшупа усă курчĕç, пирĕн район çыннисенчен чылайăшĕ хăйсен пуçарăвне вăя кĕртрĕç. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă чылайăшĕ 58 пин тенкĕне, экономика министерстви урлă пĕр çын 300 пин тенкĕне тивĕçрĕç.

Районта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма майсем туса парас тĕллевпе федераллă центр пулăшнипе Муркаш салинче бизнес-инкубатор тăвас ĕç (сăн ÿкерчĕкре) тулли хăватпа пырать. Çак ĕç валли республика бюджетĕнчен 2 миллион та 847 пин тенкĕ, федераллă бюджетран 11 миллион та 300 пин тенкĕ уйăрнă. Бизнес-инкубаторта 12 производство пÿлĕмĕ, 15 офис пÿлĕмĕ тата 1 конференци залĕ уçма палăртнă. Унта çĕвĕ цехĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли, усă курнă пластмасса хатĕре тирпейлемелли, изделие порошок краскăпа сăрламалли, энергие перекетлеме май паракан сийлĕ кантăк тата кантăк пакет изделисене хатĕрлемелли тата ытти цехсем пулĕç.

Çапла вара тĕрлĕ ĕç вăя кĕртме май килĕ. Проектпа пăхнă тăрăх унта пĕчĕк предпринимательствăн 20-е яхăн субъекчĕ вырнаçмалла, 76 ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле, вăл шутра – 56 ĕç вырăнĕ çĕнĕрен. Çавăн пекех кунта Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсене тĕрлĕ инноваци проекчĕсене вăя кĕртме явăçтарма палăртнă.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика