23 ноября 2011 г.
Малтисем çитес çулшăн ĕçлерĕç
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе ирттернĕ смотр-конкурс вĕçленчĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе кашни хресчен (фермер) хуçалăхех унта активлă хутшăнчĕç. Конкурс комиссийĕ çулленех ырă та пуçаруллă ĕçпе палăракан Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ техникăна управа лартассипе кăçал ыттисенчен тухăçлăрах ĕçленĕ тесе йышăнчĕ. Анаткассисем район администрацийĕн 1-мĕш степеньлĕ дипломне тата 3000 тенкĕ укçан парнене тивĕçрĕç. Пĕтĕмлетÿре комисси членĕсем Чкалов ячĕпе хисепленекен тата «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен механизаторĕсем хăйсен техника пурлăхĕ çине хуçаллăрах пăхнине палăртрĕç. Вĕсем иккĕмĕш вырăна пайларĕç, 2-мĕш степеньлĕ диплом тата 2-шер пин тенкĕ укçан преми хуçисем пулса тăчĕç.
Çавăн пекех кăçал Е. Андреев яч. хис. кооперативпа В. Горбунов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ те ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе тăрăшулăх кăтартрĕç. Вĕсем 3-мĕш степеньлĕ дипломлă тата пĕршер пин тенкĕ премиллĕ пулчĕç.
А. БЕЛОВ.