Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем хастар

23 ноября 2011 г.

Çамрăксем хастар

«Юниоркăсенчен – пĕрремĕш!» – çак пĕтĕмлетĕве Елена Елизарова хытах кĕтнĕ. Орел хулинче ноябрĕн 12–17-мĕшĕсенче «Раççей шанчăкĕсем» ятпа иртнĕ çĕр-шыв шайĕнчи ухăçăсен ăмăртăвĕнче вăл Муркаш ятне çÿле çĕклеме пултарнă. Районти В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăх туптакан çамрăк спортсменкăн çитĕнĕвĕнче, паллах, унăн тренерĕсен – И. Воробьевпа В. Яриковăн – тÿпи те пысăк. Пирĕн тăрăхра анлă сарăлман спорт енĕпе çамрăксене кăсăклантарма пултарни, çитĕнÿ туни ыттисемшĕн те тĕслĕх пулмалла.

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче дуатлон (чупасси тата ишесси) енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Муркаш район чысне 8 çынран тăракан команда (тренерĕ В. Герасимов) хÿтĕленĕ. Пĕтĕмлетÿсене районсен командисен спортсменĕсенчен мала тухнисене тата пĕтĕмĕшле республика чемпионĕсене палăртассипе уйрăммăн тунă. Çапла Д. Даниловпа Р. Лоцманов хăйсен ÿсĕмĕсенче районсенчен хутшăннă спортсменсенчен 1-мĕш, республика шайĕнче 2-мĕш пулнă. Ветерансен ретĕнче ăмăртнă И. Смирнов республика çĕнтерÿçи пулма тивĕçнĕ. К. Никоновăпа А. Мастеров районсен кăтартăвĕсем тăрăх 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. А. Корчагинăн кăтартăвĕ республика шайĕнче 4-мĕш вырăнта. Д. Дашковпа А. Иванов та ăмăртура лайăх енчен палăрнă.

Сăн ÿкерчĕкре эсир нумаях пулмасть Кстово хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри боксерсен турнирне – хулан уçă ăмăртăвне хутшăннă спортсменсене куратăр. С. Черкашин аслă тренер (сăн ÿкерчĕкре) тата О. Сютруковпа С. Черкашин тренерсем патĕнче ăсталăха туптакансем киле ăнăçупа таврăннă. Денис Грачев (категори виçи 38 кг), Стас Кожевников (52 кг) тата Иван Налимов (34 кг) – 126 спортсмен хутшăннă ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла). Денис вара «Турнирти чи лайăх боксер» ята тивĕçме пултарнăран тĕнче чемпионĕн Гоголевăн ятарлă парнине те çĕнсе илнĕ.

Н. Николаева

сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика