19 ноября 2011 г.
Пурнăçлани курăмлă, пурнăçламалли сахал мар
Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Р.А. Кондратьева ертсе пыракан ушкăн Муркаш ял тăрăхĕнче пулса курчĕ, халăх шухăш-кăмăлĕпе паллашрĕ. Ĕç ушкăнĕ шутĕнче районти управлени пуçлăхĕ Е.М. Александрова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, район администрацийĕн çĕр тата пурлăх пайĕн ертÿçи А.В. Петров пулчĕç.
– Президент Çырăвне тишкернĕ май уçăмлă ÿкерчĕк ума тухать. Чăваш Республики экономика кризисĕнчен хăтăлса Раççей шайне пысăк ÿсĕмпе тухма пултарчĕ. Çакă пĕтĕм сферăна хакланă май яр уççăн палăрать. Акă социаллă пенсин вăтам виçи пенсионера пурăнма кирлĕ республикăра çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçерен пысăкрах. Çитес çул вара ĕç пенсийĕсене тата 9,6 процент чухлĕ индексацилеме палăртнă тата ытти те. Çавăн пекех Михаил Васильевич пирĕн ума пысăк задачăсем лартрĕ, – терĕ Роза Алексеевна Чăваш Ен стратегиллĕ аталанăвне тишкернĕ май.
Ĕç ушкăнĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанинче вăй хуракансемпе калаçу ирттерчĕ. Халăха хÿтĕлес тĕллевпе çитес çул тарифсене улăштарассине çулталăкăн иккĕмĕш çуррине куçарнă. Коммуналлă пулăшушăн тÿлекен хаксен виçисене чакарас тĕллевпе малашне энерги ресурсĕсене перекетлессипе ытларах тимлемелле. Ертсе пыракан компанисен ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхĕ пурне те курăмлă пулмалла. Ăна вара эпир Интернетри Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ятарлă Порталĕ урлă пĕлме пултаратпăр. Çак самантсем пирки те асăннă Президент Çырăвĕнче.
– Пĕтĕмĕшле илсен ертсе пыракан компани ĕçĕ-хĕлĕ хăй тивĕçне пурнăçлать, нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрать, ытти хушма ĕçе йĕркелет. Халăх ыйтăвне туллинрех тивĕçтерес, вĕсенче тĕл пулакан тĕрлĕ кăлтăка çийĕнчех асăрхас тата сирес тĕллевпе нумай хваттерлĕ кашни çуртрах çирĕплетнĕ уйрăм çын пур. Ĕçе çапла майпа йĕркелени икĕ еншĕн те меллĕ, – пĕлтерчĕ асăннă компани ертÿçи Николай Валентинович Любимов.
Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне хускатнă май пĕр йывăрлăх çĕнĕрен тапранчĕ, Муркаш салинчи Восточная урамра пурăнакансен хăйсен чун ыратăвĕ. Маларах кунти çуртсем кирпĕч завочĕн тытăмĕнче пулнă, халĕ кашнин уйрăм харпăрлăхĕнче. Кунта çĕр алă çынна яхăн пурăнать. Вĕсене ĕçмелли пахалăхлă шыв тата ытти хăш-пĕр ыйту пăшăрхантарать.
– Вĕсен ыйтăвне эпир пурте ăнланатпăр, паллах, пур йывăрлăха пĕр кун хушшинче татса пама май çук. Апла пулин те шывсăр, çутăсăр лартмăпăр. Халĕ çитес вăхăтра пурнăçлама палăртнипе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр, – терĕ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванович çынсен чун ыратăвне тĕпе хурса.
Çавăн пекех ĕç ушкăнĕ 13 номерлĕ аптекăра тĕл пулу ирттерчĕ. Аптека ытларах çăмăллăхлă рецептпа усă куракансене тĕрлĕ эмелпе тивĕçтерет. Учреждени больница çывăхĕнче пулни пуриншĕн те меллĕ.
Асăннă аптекăра тăрăшакансене те пăшăрхантараканни çук мар. Паянхи кун тĕрлĕ сăлтава пула кунта ĕçлеме специалистсем çителĕксĕр.
– Патшалăх пур отрасльте тăрăшакансем валли те çăмăллăхсем кĕртет, хушма пулăшу уйăрать. Акă яллă вырăнсенче ĕçлеме килĕшекен врачсене Раççей шайĕнче пысăк хавхалантару шантараççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ категори валли коммуналлă пулăшушăн компенсаци парассине йĕркелет, мĕншĕн-ха фармацевтсем пирки ниçта та асăнмаççĕ-ха, – çакăн пек ыйту çĕклерĕ асăннă аптека ертÿçи Светлана Мефодьевна Григорьева кунта тăрăшакансен ячĕпе.
Малашнехи тĕл пулу ача-пăча библиотекинче пысăк йыш умĕнче иртрĕ.
Р. Илларионова.