Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен тивĕçне ответлăхпа пурнăçлаççĕ

19 ноября 2011 г.

Хăйсен тивĕçне ответлăхпа пурнăçлаççĕ

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн налук органĕсен ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Ку вăл налуксемпе тÿлевсене Раççей Федерацийĕн законодательствипе пăхнă вăхăтра тата туллин куçарса парассипе çыхăннă. Налук тÿлевĕсен виçи ÿссе пыни бюджет сферинче вăй хуракансене ĕç укçи, пенсисемпе пособисем вăхăтра тÿлеме, патшалăх экономикине инвестицисем хывассине лайăхлатма, ял хуçалăх производствине аталантарма, ытларах çурт-йĕр, çул-йĕр т. ыт. те тума май парать. Хальхи социаллă программăсене пурнăçласси тата малашлăхри проектсене пурнăçласси вара чи малтанах налук ĕçне-хĕлне çирĕппĕн пурнăçласа пынипе çыхăннă.

Паянхи куна Налук инспекцийĕнче юридици вăйĕнчи 730 организаципе учреждени тата уйрăм предпринимательсем 1784 çын учетра тăраççĕ. 2011 çулхи 10 уйăхра пур йышши шайри бюджетсене 423441 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. 2010 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ку вăл 122 процентпа танлашать.

Налук органĕн сотрудникĕсем бюджета укçа-тенкĕ хывассине ÿстерес тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Налук виçинчен ытларах пайĕ çынсем хăй тĕллĕн тÿленинчен пухăнать. Çапах та налука хăйсем тĕллĕн тÿлессинчен пăрăнакансем те çук мар. Çавăнпа та кун пеккисен налуксемсĕр пуçне пенисемпе штрафсем те тÿлеме тивет.

Çапах та паян налук тÿлекенсемпе çыхăннă хутшăнусене партнерла çыхăнусем тесе калас килет. Налук тÿлекен паян пĕлÿ енĕпе унчченхи мар. Ку вăл эпир туса ирттерекен ĕçрен те килет. Кусем вĕсем семинарсем, вырăнти хаçатра пичетлесе тăракан материалсем. Пирĕн инспекцире, çавăн пекех Муркашри тата Хĕрлĕ Чутайри территори органĕсенче операци залĕсене уçнă. Вĕсенче налук тÿлекенсем хăйсене интереслентерекен ыйтусене татса пама тата тивĕçлĕ хурав илме пултараççĕ. Кунпа пĕрлех федераллă налук службин управленийĕн сайчĕ çинче те усăллипе кирлине сахал мар пĕлме пулать.

Çавна та палăртса хăвармалла. Налук инспекцийĕпе налук тÿлекенсем хушшинчи çыхăну подразделенийĕсен специалисчĕсем, инспекторĕсем, ертÿçисем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе, вĕсен професси ăсталăх шайĕ мĕнле пулнипе те çыхăннă. Хальхи вăхăтра инспекцире хăйсен ĕçне пĕлекен специалистсем вăй хураççĕ, вĕсем хăйсен професси тивĕçĕсене пурнăçлама пултараççĕ.

Налук инспекцийĕн мĕн пур ветеранĕсемпе сотрудникĕсене çак уявпа саламлатăп! Хăвăрăн професси проблемисене татса парассипе ăнăçусем пулччăр. Сире тата хăвăрăн çемйĕрсене ырлăх-пурлăх, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.

А. ВОЛКОВ,

федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕ, РФ патшалăх гражданла службин 1-мĕш класлă советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика