19 ноября 2011 г.
Иртнĕ информаци кунĕн тĕллевĕ Президент Çырăвĕпе паллаштарасси, унти тĕп положенисене пурнăçа кĕртессипе умра тăракан задачăсене уçăмлатасси пирки пулчĕ.
«Чувашская топливная компания» уçă акционер обществин генеральнăй директорĕ А.И. Федотов ертсе пыракан ушкăн шутĕнче аслă професси вĕренĕвĕн «Чебоксарский институт (филиал) Московского государственного открытого университета» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ А.П. Акимов тата район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн пуçлăхĕ Н.П. Милютин та пулчĕç. Информаци ушкăнĕ малтанах ял тăрăхĕн администрацийĕнче вырăнти активпа, депутатсемпе тĕл пулчĕ, кайран пĕтĕмĕшле врач практикин Ярапайкассинчи офисне, А.В. Акимов уйрăм предпринимателĕн хăма çуракан, чÿречесем хатĕрлекен предприятине, Сыпайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитсе курчĕ, тĕл пулусем ирттерчĕ.
Информаци ушкăнĕн членĕсем çавна палăртрĕç. Чăннипех те республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе юлашки вăхăтра сахал мар тунă. Çакна кашниех курса тăрать. Апла пулин те Михаил Васильевич Игнатьев ĕçри çитменлĕхсем пирки те асăнмасăр иртмерĕ. Палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăçласси айккинчен пăхса тăнинчен мар, çак ĕçе пурте активлă хутшăннинчен те килет.
Акă Çырура Президент вĕрентÿ ĕçне палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклесси пирки те каларĕ. Паянхи кун чăннипех те кирлĕ профессисемпе специалистсем хатĕрлессипе ытларах ĕçлемелле. Ку енĕпе «Чебоксарский институт (филиал) Московского государственного открытого университета» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ А.П. Акимов каласа пани те пĕлтерĕшлĕ. Кунта вара инженер профилĕпе 10 професси енĕпе специалистсем вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе, спорта аталантарассипе те вĕрентÿ учрежденийĕнче пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Çавна валли çуллен бюджет укçи-тенкине 2 миллион тенкĕне яхăн уйăраççĕ. Ÿсĕмсем те çук мар. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ кунта вĕренекенсем çăмăл атлетика енĕпе Раççейре малтисем. Çакă вĕренÿре те пулăшать çеç. Раççей шайĕнчи грантсене тивĕçнисем хушшинче кунти студентсем республикăра çуррине яхăн.
Çынсене медицина пулăшăвĕ парассипе те юлашки вăхăтра лайăххи еннелле палăрăмлă улшăнусем сахал мар. Вăл пĕтĕмĕшле врач практикин Ярапайкассинчи офисĕн ĕçĕ-хĕлĕнчен те курăнать. Çынсен сывлăхне сиплеме, профилактика мероприятийĕсем ирттерме кунта майсем çителĕклĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтересси те лайăхланнă.
Пĕтĕмĕшле çавна палăртса хăвармалла. Вĕ-рентÿ, сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче вăй хуракансен, ытти бюджет ĕçченĕсен шалăвĕсене ÿстерессипе юлашки вăхăтра улшăнусем пур. Пурнăçлакан ĕçсен пахалăхне лайăхлатассипе те палăртнă задачăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Апла пулин те ялта пурăнакансене паян канăç паман, кулленхи пурнăçпа çыхăннă ыйтусем те çук мар. Кусем вĕсем чи малтанах ялсенче пурăнакансене пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, ялсем хушшипе йĕркеллĕ çулсем тăвассипе т. ыт. те çыхăннă. Ку тĕлĕшпе ĕçлемеллисем çук мар. Апла пĕрле пулсан, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан кăна вĕсене ăнăçлă татса пама май пулĕ.
Сирĕн ыйтусене хуравлаççĕ
Граждансен 2011 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи пĕрлехи информаци кунĕнчи ыйтăвĕсем çине панă хуравсем
Ыйту: – «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» хупă акционер обществи ĕçлеме тытăннăранпа Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче хăш-пĕр чухне сывлăшра лайăх мар шăршă сарăлни тĕл пулать (предприяти Ситуккасси ялĕпе юнашар вырнаçнă).
(Москакассинчи 8-мĕш номерлĕ «Колокольчик» ача сачĕн тата Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ĕçченĕсем).
Хурав: – «Сеспель» предприятирен çавна пĕлтереççĕ. Предприяти çывăхĕнче сывлăшра сывлăхшăн сиенлĕ япаласен виçи нормăпа пăхнинчен ытлашши мар.
Предприятире çут çанталăк хÿтĕлевĕн норматив докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн вĕçĕмех производство экологи тĕрĕслевне ирттереççĕ. Лаборатори тĕпчев ĕçĕсене «Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕ» патшалăх федераллă сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕн аккредитациленĕ тĕрĕслев лабораторийĕ ирттерет. Сывлăшри сывлăхшăн сиенлĕ япаласем гигиена нормативĕсенчен ытларах пулнине палăртман.
Апла пулсан предприятипе çывăх вырнаçнă ялсенче пурăнакансен атмосферăри сывлăш сиенлĕхĕ пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Предприяти производствин экологи хăрушсăрлăхне малашне те тĕрĕслесе тăрĕç.