Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Документсене йышăнма пуçăнтăмăр»

19 ноября 2011 г.

«Документсене йышăнма пуçăнтăмăр»

Чăваш Республикин Президенчĕ 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче 45 çул ĕç стажĕ пур арçынсене тата 40 çул ĕç стажĕ пур хĕрарăмсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парасси пирки Указ йышăннăччĕ. Вăл çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче вара Чăваш Республикин Правительствин ларăвĕнче 40 çул ĕç стажĕ пур хĕрарăмсемпе 45 çул ĕç стажĕ пур арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят памалли йĕркепе условисене çирĕплетрĕç. Çак ята тивĕçес тесен мĕнле документсем хатĕрлесе памалли пирки районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. ПЕТРОВА каласа пама кăмăл турĕ:

– Паянхи куна хĕрарăмсенчен 40 çул тата арçынсенчен 45 çул пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ пулсан «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама документсем йышăнма пуçăнтăмăр. Малтанах çавна каласшăн. Указ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕрет. Унччен вăхăт пур. Тивĕçлисенчен пуринчен те кирлĕ документсене йышăнса пĕтерĕпĕр.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме тивĕçлине çирĕплетме çак документсене тăратас пулать:

1. Паспорт.

2. Пенси удостоверенийĕ.

3. Обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви.

4. 3х4 см. калăпăшлă 1 сăн ÿкерчĕк.

5. Ĕç стажне çирĕплетекен документсем çаксем пулса тăраççĕ:

– ĕç кĕнеки;

– колхозникăн ĕç кĕнеки;

– ĕç паракан е патшалăх (муниципаллă) органĕ панă ĕç тапхăрне çирĕплетекен справка;

– çар билечĕ;

– архив учрежденийĕн справки;

– ĕç ветеранĕн ятне илме тивĕçнĕ кун тĕлне вăйра тăракан ĕç законодательствипе килĕшÿллĕн тунă ĕç килĕшĕвĕ;

– ĕç стажне çирĕплетессипе саккунлă вăя кĕнĕ суд йышăнăвĕ.

Президент указĕпе ки-лĕшÿллĕн республикипе татах 26712 çыннăн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме, социаллă пулăшу шучĕпе уйăхсерен укçа тÿлевĕ илсе тăма май пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика