Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнта та пуçаруллăрах пулмалла

19 ноября 2011 г.

Вырăнта та пуçаруллăрах пулмалла

Иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи В.П. Димитриев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ пирĕн районти Ярославка, Муркаш, Уйкас Янасал, Чуманкасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, пур тĕл пулура та Чăваш Республикин Президенчĕн М.В. Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕ тавра пулчĕ калаçу.

Çак кун Владимир Павлович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа, «Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн ертÿçипе Н.С. Яковлевпа пĕрле Ярославка ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

Чи малтанах информушкăн Нискассинчи библиотекăра Ярославка ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе, вырăнти депутатсемпе курнăçрĕ. Кунта сĕт хакĕ чакма пуçланине палăртрĕç, Владимир Павлович каланă тăрăх сĕт хакĕ 10 тенкĕрен йÿнелмен. Патшалăх пулăшнипе пĕлтĕрхи калама çук шăрăх çанталăк çынсен сĕтелĕ çинче япăх енчен палăрмарĕ. Патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар, уйрăм çынсене те ĕне усранăшăн укçа парать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çак патшалăх пулăшăвĕ пĕр ĕнене тытса тăма тухса каякан тăкакĕн 40 процентне саплаштарнине палăртрĕ. «Муркашри сĕт-çу завочĕ» акционерсен уçă обществи сĕте 1 литрне 12 тенкĕ те 50 пуспа йышăнать. Сĕт туса илессипе районăн малашлăхĕ пысăк. Çитес вăхăтра «Путь Ильича» АФ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пысăк сĕт-çу комплексĕ хута каймалла. Çак ĕçе йĕркелекен инвестор сĕт-çу завочĕн малашлăхне те аталантарасшăн. Çавăнпа та, Юрий Александрович калашле, вырăнта сĕт пуçтаракан ял хуçалăх потребительсен кооперативне уçни питĕ вырăнлă пулмалла. «Ÿркенмелле мар. Ĕçлесен паян ялта пурăнма пулать», – терĕ Юрий Александрович. Çак шухăша нумаях пулмасть республикăра иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсемпе апат-çимĕç промышленноçĕнче ĕçлекенсен кунне халалланă уява хутшăннă Муркаш районĕн çыннисем те палăртрĕç.

Ял çыннине паян хăйĕн ĕçне «уçма», çав шутран выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлеме те, патшалăх 58 пин тенкĕ ытла парать. Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Я. Кожевников палăртнă тăрăх хальлĕхе ку пулăшăва ку тăрăхран 3-ĕн илнĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех ял хушшисене асфальт çул сарас, шыв ыйтăвне хускатрĕç. Калас пулать, ку ыйтусене ку тăрăхра иртнĕ пур ĕç коллективĕсенче те çĕклерĕç. Ярославка ял тăрăхĕнчи 9 ялтан 4-шĕнче урамсенче асфальт çул çук. Çавăн пекех 4 яла централизациленĕ майпа шыв килмест. Çавăнпа та кунта урамри çăлсене тирпейлĕ тытса тăма тăрăшаççĕ. Кунта пай çĕрĕсемпе çыхăннă ыйту та пулчĕ.

Нискассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та Президент Çырăвĕпе паллашнă хыççăн куллен тĕл пулакан ыйтусене хускатрĕç. Çынсем малашлăх çинчен шутлани палăрчĕ кунта та. Малтанхи тĕл пулура культура ĕçченĕсем хуçасăр ларакан çуртсен кирпĕчисене урам хушшипе çула йĕркене кĕртес çĕре яма шухăш пурри палăрчĕ пулсан, учительсем пĕве шывĕ çырмана татса каясран пăшăрханни курăнчĕ. Йĕри-тавра йывăçсем лартса тăпра купаламаллине палăртрĕç.

Нискассинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинта информушкăн сутакан таварсен пахалăхĕпе, вырăнта туса кăларакан продукцие мĕн чухлĕ сутнипе, таварсен хакĕпе, суту-илÿре «суя» эрех пуррипе-çуккипе кăсăкланчĕ. «Пысăк çитменлĕхсемех çук», – терĕ Владимир Павлович коллективпа сыв пуллашнă май.

«Улыбка» ача садĕнче иртнĕ тĕл пулура та Çырăва пăхса тухнă хыççăн ыйтусем пулчĕç. Чемей ялне автобус çÿреме пăрахни пăшăрхантарать вĕсене. Ку ыйту çитес вăхăтрах татăлмаллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Çавăн пекех шыв пăрăхĕсем кивелсе кайни те пăшăрхантарать ял çыннисене. Хĕллехи вăхăтра çулсене вăхăтра уçса тăрасси те татса памалли ыйтăвах.

Чылай ыйту – вырăнта татса памалли. Вырăнта пуçаруллăрах пулсан питĕ аван пулмалла. Ялсем хушшине çул тăвас ыйтăва хускатнă май Владимир Павлович республикăра «Çул-йĕр фончĕ» пулмаллине, унтан 5 процентне шăпах çак тĕллевпе усă курма пуçлассине палăртрĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика