Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В. ВЯЗОВ: «Тилхепене пушатма шухăш çук»

16 ноября 2011 г.

В. ВЯЗОВ: «Тилхепене пушатма шухăш çук»

Пурăнан пурнăç инкек-синкексĕр пулмасть. Хуйхă-суйхă килсе çапсан çеç «ма тÿшек сармарăм-ши» тесе пăшăрханни те кая юлнă утăм пулнине кашниех ăнланатпăр. Çакнашкал лару-тăрура çăмăллăх шыракансем, ыранхи кунпа пурăнакансем маларахах «РОСГОССТРАХ» страхлакан компани алăкне уçни, пулас инкек-синкекрен страхланни паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Страховани рынокĕнче вуншар çул пĕр кăлтăксăр ĕçлекен организаци хăйĕн тĕллевĕсемпе тата пулăшу мелĕсемпе кашни çемьере, нумай çын чунĕнче ăшă йĕр хăварма ĕлкĕрнĕ. Пĕчĕк çулăмран пысăк кăвайт вăй илет. Çапла вара «РОСГОССТРАХăн» пулăшу ăшшине туйнă çынсемпе предприяти-организацисем страхланас ыйтупа куллен майлах кунта васкаççĕ. Страхлакан компани хăйсен шанăçне тÿрре кăларасса, ăна кура ыранхи куна шанчăклăрах пăхма май туса парасса вĕсем ăнланаççĕ-шанаççĕ. Мĕнле кĕтсе илчĕ-ха хăйĕн 90 çулне асăннă страхлакан компани; Мĕн çĕннине шантарать вăл ыранхи пурнăçра; Страхлас ĕçре малашлăх утăмĕсене мĕнре курать; Çак ыйтусем çине хурав шыраса район хаçачĕн сотрудникĕ «РОСГОССТРАХ» компанин Муркашри страхлакан пай пуçлăхĕпе В. ВЯЗОВПА тĕл пулса уçă калаçу ирттернĕ.

– Валерий Иванович, страхлакан компанисен пысăк рынокĕнче «РОСГОССТРАХ» Муркаш районĕнче мĕнпе палăрса тăрать; Унăн ĕçне эпир паян епле хаклама пултаратпăр;

– Тĕрĕсех палăртрăр, страхлакан компанисен рынокĕ паян туллиех. Çакăн çине манăн паян ял çыннин куçĕпе пăхас килет. «Хăшне шанмалла;» – шухăшлать вăл. Çак ыйту çине хурав шыранă май вĕсем ытларах чух пирĕн алăкран шакканине ял çынни хальлĕхе «РОСГОССТРАХ» страхлакан компаниех шанни пирки калать. Ку вара пире те пурнăç утăмĕнчен юлмасăр пыма, страхлас ĕçре çĕнĕ технологисене тăтăш алла илсе ĕçлеме ыйтать. Вуншар çулхи пуян ĕç опычĕпе эпир çакна туллин пурнăçлама хатĕр.

Паянхи куна пирĕн страхлакан пайра пысăк квалификациллĕ 57 специалист тата халăхпа ĕçлеме професси енчен вĕрентсе хатĕрленĕ 49 страхлакан агент вăй хурать. Çакнашкал вăй пире çынсем патне çывăхарах пулма, хамăр клиентсен ыйтăвĕсене – вĕсем хăш ялта пурăннине пăхмасăрах – туллинрех татса пама çул уçать. Страхлакан компанин тĕп шăнăрĕ пирĕн ăсталăхпа пĕрлех хамăра шанакан клиент та пулнине эпир курса тăратпăр. Клиент хăйне валли страхланас тата страховани укçи-тенки илес енпе пĕтĕм ĕçе уçăмлă йĕркеленине курать пулсан, вăл айккалла каймасть. Шанчăклăха кура кÿршине те, юлташне те пирĕн патăмăра илсе пырать, «РОСГОССТРАХ» страхлакан компани пулăшăвĕпе усă курма сĕнет. Пирĕн шанчăклă сервис кашни клиента çăмăллăх панине куратпăр. Çавăнпах пулĕ «РОСГОССТРАХ» юлашки çулсенче шанчăклăхăн чи пысăк рейтингне тытса пырать. Ку вара компанин тăнăçлăхне тата финанс лару-тăрăвĕ шанчăклине çирĕплетет.

– Районта пурăнакансем мĕн страхлассине паян малти вырăна хураççĕ;

– Пĕрремĕш-иккĕмĕш тесе шутласа кайсан хисеп вăрăма тăсăлать. Çапах та сирĕн ыйтăвăр çине хуравласа халăх ытларах мĕн страхланине каласа хăварам. Пурнăç, сывлăх, автомобильсем, тĕрлĕрен оборудовани, таварпа материал пурлăхĕ, выльăх-чĕрлĕх, килти ытти чĕр чунсем, çул çÿреве кайни, гражданла яваплăх, кредитсемпе салуксем т. ыт. те. Пирĕн районта çынсен пурлăхне страхласси унчченхиллех малти вырăнта. Кунта эпир çурт-йĕре, хваттерсене, килти пурлăха страхлассине те тĕп вырăнта тытса пыратпăр. ОСАГО страховани тĕсне илес пулсан, ку енпе районти пирĕн тÿпе 56 процента яхăн. Мĕн çинчен калать-ха çакă; Пирĕн компанин шанчăклăхĕ пурри пирки!

– «РОСГОССТРАХ» пи-рĕн çĕр-шыври страховани рынокĕнче хăйне евĕр лидер шутланать. Унăн масштабĕ, клиентсен бази, взноссем пуçтарни тата укçа-тенкĕне вăхăтра тÿлени çакна çирĕплетеççĕ. Çакăнта юлашки кăтартусемпе паллашни те ытлашши пулас çук.

– Пирĕн компани услугисемпе çĕр-шывра пĕтĕмпе 45 миллион ытла çын (Муркаш районĕпе 17,5 пин клиент), Раççей экономикин 240 пин ытла предприятийĕ усă курать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулти взноссен пуххи çĕр-шывĕпе 46,4 миллиард тенкĕпе танлашнă пулсан (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 120 процент), Муркаш уйрăмĕпе 22,5 млн. тенкĕ (115 процент).

– Çĕнĕ саккун акчĕсенче уйрăмах хăрушă объектсене страхласси пирки калани пур. Çакă страховани рынокне аталантарма пулăшĕ-ши;

– Уйрăмах хăрушă объектсене обязательнăй йĕркепе страхласси 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Кулленхи ĕçпе пăхсан уйрăмах хăрушă объектсен хуçисем вĕсене ку таранччен ирĕклĕ майпа ячĕшĕн кăна страхланăччĕ. Малашне вĕсен обязательнăй йĕркепе страхланма тивет. Эпир хамăр енчен çак ĕçе пурнăçлама хатĕр.

– Сирĕн агентсенчен илтнĕ тепĕр çĕнĕлĕх те кăсăклантарать. «РОСГОССТРАХăн» патшалăхăн мар пенси фончĕ пур тени тĕрĕс-и;

– Нумаях пулмасть «РОСГОССТРАХ» компанийĕсен ушкăнне патшалăхăн мар пенси фончĕ кĕчĕ – НПФ «РГС». Нумай çын ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне унта куçарма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Районта пурăнакансен те çак çула суйлас тесен хăйсен тăрăхĕнчи страхлакан агентпа çыхăнмалла кăна.

– Хаçат редакцине час-часах пурнăçа совет саманинче страхланипе тунă килĕшÿсем пирки ыйтусемпе тухаççĕ. Вĕсен шăпи мĕнлерех пулĕ;

– Вунă çул ĕнтĕ «РОСГОССТРАХ» хăй умĕнчи социаллă функцие туллин пурнăçласа пырать. Кунта сăмах шăпах эсир хускатнă ыйту пирки пынине палăртассăм килет. 1992 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен харпăр хăйне страхлассипе тунă килĕшÿсемшĕн граждансене компенсаци тÿлесси паян та чарăнса ларман. Йышăннă заявленисем тăрăх 2001 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 2011 çулхи çурла уйăхĕччен 14 миллион гражданина компенсацисене пĕтĕмпе 11,6 миллиард тенкĕ тÿленĕ.

– Страхлакан рынокри конкуренци «хисеплĕ» ÿсĕм те, малти вырăнта пыни те лăпланмалли сăлтав пулманни пирки систерет.

– Эпир çакна ăнланатпăр. «РОСГОССТРАХ» страхлакан компанин тĕп принципĕ – çĕнĕлĕхсенчен юлмасăр тăтăш аталанмалла. Хăвăрт улшăнса пыракан пурнăçра кун йĕркипе тан пыни çеç çителĕксĕррине, пĕр утăм маларах пымаллине ăнланса ĕçлетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев – страхланакан çынсене финанс услугисем ытларах парасси. Пирĕнпе шанчăклă ĕçлекен клиентсем классикăллă страхованисĕр пуçне НПФ «РГС» услугисемпе те анлăн усă курасса шанатпăр тата кĕтетпĕр. Хăй пурнăçĕшĕн ответлăха туякана, ыранхи куна шанчăклă пăхакана, çемьен финанс лару-тăрăвĕ çине тимлĕх уйăракана эпир хапăл тусах йышăнатпăр. Пире суйласа вăл йăнăшмĕ!

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика