16 ноября 2011 г.
Ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ
Пурнăç. Камăн мĕнле килет ĕнтĕ вăл. Ахальтен каламан ĕмĕр сакки сарлака тесе. Пĕри нуша мĕнне те пĕлмест тата тар юхтарса ĕçлесе те курмасть пулсан, тепри кашни утăмри ĕçне çичĕ хут тар кăларса пурнăçлать. Уйрăмах паянхи пурнăçра çакна кашни утăмрах курма пулать. Хăшĕсем – халăхра калашле – сăмсине те шăлма вĕренсе çитеймен-ха, анчах ют патшалăхра туса кăларнă çăмăл автомашинăсен рулĕ умĕнче каçăрăлса ларса тусан вĕçтерсе çÿреççĕ. Ĕç ĕмĕрĕпе пылчăкра çăрăлаканни вара автомашина мар, велосипед туянмалăх та укçа-тенкĕ çитереймест...
Еплерех йывăр пулнă пулĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра та, тылра та тар тăкнă, юн юхтарнă мир салтакне! Юхăннă çĕр-шыва вăрçă хыççăн ура çине тăратакансене çăмăл килнĕ-ши тата; Уйрăмах ашшĕсĕр юлнă ачасен пурнăçĕ çăмăл пулман. Паян вара эпир час-часах вĕсене пĕлсех те каймастпăр. Тĕрĕссипе вĕсем хăй вăхăтĕнче пирĕн паянхи пурнăçшăн, çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе пуянлăхĕшĕн ырми-канми вăй хунă. Хăйсем чылай чухне йĕркеллĕ пурăнса та курайман. Çакна аса илсен паян тарăн шухăша путатăп.
Нумаях пулмасть Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Лап Олкашра пурăнакан Лидия Петровна Лаптева хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кун вăл хăйĕн тăванĕсемпе, кÿршĕ-аршăпа тулли кĕреке хушшинче хурланчĕ те пуль, савăнчĕ те пуль. Çапла калама унăн пурнăç çулне тишкерни çирĕплетет.
Лидия Петровна çак ялтах ашшĕне фронта илсе кайсан 1941 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. 1943 çулта вăрçă хирĕнче çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă ашшĕне – питĕ шел – вăл пачах та курайман. Пĕчĕк хĕр ачан вара ачаранах йывăр пурнăç тутине тутанма тивнĕ. Сысна ферминче ĕçленĕ амăшне вăл пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех уроксем хыççăн пулăшма çÿренĕ. Кунпа пĕрлех килти ĕçрен те хĕр пĕрчи нихăçан та пăрăнман.
Шкула та – ĕçе, ĕçе те – шкула. Йывăр пурнăçра ĕç маларах вырăн йышăнать. Çапла вара шкултан вĕренсе тухсанах Лида пĕрлешÿллĕ хуçалăх ферминче ĕçлеме тытăнать. Лайăх ĕçĕпе вăл 17 çултах «Чи лайăх сысна пăхакан» хака тивĕçсе Хисеп грамоти илет. Çакă унăн хавхаланăвне çĕклет кăна. Лида хăй суйласа илнĕ ĕçе юратса, чунне парса туса пырать. Фермăра кун кунланă май ăна выльăх тухтăрĕн ĕçĕ кăмăла кайма пуçлать, выльăх сиплекен пулас ĕмĕт çуралать.
1961 çулта ун чухнехи «Гвардеец» колхоз ертÿçисем хĕрĕн вĕренес кăмăлне курса ăна Патăрьелĕнчи ветеринарсен курсне вĕренме яраççĕ. Юратнă профессие алла илес тесе самаях тăрăшать хĕр, вĕренÿре хăйне ырă енчен çеç кăтартать.
Тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хĕр кĕçех ветеринари фельдшерĕ пулса тăван колхоза таврăнать. Пĕлÿ çулĕ çине тăнă Лида курссенче вĕреннипе çеç çырлахмасть. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа вĕренсе вăтам пĕлÿллĕ специалист пулма Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. 1970 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухса диплом илсен ĕçрен хăраман Лидия Петровна ял хуçалăхĕн чăн-чăн специалисчĕ пулса тăрать. Тинех пурнăç йĕркеленнĕ пек туйăнчĕ Лидăн: мăшăр тупăнчĕ, качча кайрĕ, ывăл çуратрĕ. Савăнса пурăнмалла темелле, анчах мăшăрĕпе пурнăç ăнмасть, пĕртен-пĕр ывăлĕ те сарăмсăр çĕре кĕрет. Темĕнле хуйхă пулсан та этем тенин пурăнмаллах. Хăй ăсĕпе тата тăрăшулăхĕпе пурнăç çулне уçса пыракан хĕрарăм районти ветеринари лабораторине лаборантка пулса ĕçлеме вырнаçать. Хуйхăна ĕçре пусарма тăрăшса шанса панă ĕçе юратса та тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. 1978 çулччен тимлет вăл çак ĕçре. Çак вăхăтран тăрăшуллă специалиста Мăн Сĕнтĕрти ветлечебницăна ĕçлеме куçараççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çак коллективра вăй хурать вăл. Тăрăшуллă ĕçĕпе «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçет.
Лидия Петровна ĕçленĕ иртнĕ кунсене çаврăнса пăхатăн та ветеринари фельдшерĕн пĕтĕм йывăрлăхĕ куç умне тухать. Çывăхри хуçалăхсене çитсе обществăлла выльăх-чĕрлĕхе сыватас тата тĕрлĕ чирсенчен профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлассисĕр пуçне ялти выльăхсем те пур-çке. Ял çыннине пулăшассине вăл нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăварманнишĕн паян та Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕ ăна ырăпа аса илет.
Сахал пулнă-и-ха çĕрлехи вăхăтра ял çыннисен килти чирлĕ выльăхĕсене пулăшма тухса чупни; Ĕне пăрулаймасть-и е пăруланă хыççăн йывăрлăха кĕрсе ÿкет – никам та Лида аппан пулăшăвĕсĕр юлман.
Ял халăхĕн те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те ĕне кăна пулман вĕт-ха. Сысна фермисене, сурăхсем тăракан сарайсене те, чăх-чĕп витисене те Лидия Петровна пĕр кĕттермесĕр кайса çÿренĕ. Вăхăтра пулăшу панă. Урамра çуллахи шăрăх кун-и, хĕллехи шартлама сивĕсем-и, витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и, хура кĕркуннехи вĕр тĕттĕм каçсемлĕ пылчăклă урам-и, çурçĕр çилĕ кастарса вĕрет-и – Л. Лаптева уяса тăман, инкек тÿсекен тата хăйне кĕтекен патне васканă. Çакăншăн ăна районтан та, республикăран та пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе, укçан парнесемпе чысланă.
Паян Лида аппа тивĕçлĕ канура пулсан та ял çыннисене пулăшма хатĕр пулнипе палăрса тăрать. Çавăнпах унран пулăшу ыйтакансем те, унпа канашлакансем те чылай. Юратаççĕ ăна Лаполкашсем. «Хăв чуну ыйтнипе суйласа илнĕ, çынсем шанакан ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа халăха пулăшнинчен пахи мĕн пултăр тата;» – ыйтуллăн тинкерчĕ пушă вăхăтра пахчара ĕçлеме юратакан хĕрарăм манпа сыв пуллашнă май. «Ялти выльăх тухтăрĕ», – тесе уйрăлтăм эпĕ унран вăл халăхшăн пурнăçланă ĕçĕсемшĕн хĕпĕртесе.
П. ВОРОБЬЕВ.