16 ноября 2011 г.
Ертÿçĕ мĕнле – коллектив та çапла
«Путене» ача садне 2005 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен Изабелла Владимировна Ферапонтова ертсе пырать. Кунта ачасене килĕштĕр, вĕсене аталанма майсем çителĕклĕ пулччăр тесе хастар ертÿçĕ нумай тăрăшать. «Путене» вăхăтпа тан пытăр тесе вара Изабелла Владимировна хăйĕн ăсталăхне ÿстерессипе те тимлет. Акă пĕлтĕр кăна-ха Санкт-Петербург хулинче иртнĕ курссенче вĕренсе ертÿçĕ должноçĕн аслă категорине çирĕплетсе пачĕ. Сочи хулинче иртнĕ учительсен слетне хутшăнса унта паллашнă çĕнĕлĕхсене Муркаша илсе çитерчĕ кăна мар, вĕсемпе «Путенере» паян усă кураççĕ.
Аслисем тăрăшнипе «Путенене» çÿрекенсем чылай конкурса хутшăнаççĕ. Кунсăр пуçне воспитательсене тĕрлĕ конкурссене хутшăнма явăçтарассипе тăрăшать ертÿçĕ. Ача сачĕ пĕтĕмĕшле хăй те конкурссене сахал мар хутшăнса республикăра малти вырăнсене йышăнать. Акă республикăри «Светофорик» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнинче, «Путенери» шкул çулне çитмен ачасем проект хÿтĕленипе призлă вырăнсем çĕнсе илнинче ертÿçĕн тÿпи пĕчĕк мар. 50 ытла çынран тăракан коллектива ертсе пыма пысăк ăсталăх кирлĕ. Изабелла Владимировна вара кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлет.
Чăваш Республикин Президенчĕн грантне те «Путене» çĕнсе илни ăнсăртран мар. Ертÿçĕ мĕнле – коллектив та çаплах пулма тăрăшать: хастар, мал туртăмлă, çĕнĕлĕхсене йышăнса пурнăçа кĕртет. Пĕтĕм Раççейри «Ача сачĕсем – ачасене» регион шайĕнчи конкурсра «Чи лайăх ача сачĕ» пулса тăчĕ.
Ĕмĕтсем Изабелла Владимировнăн татах та пысăкрах, шухăшсем те анлă. Вĕсем пурнăçланччăр тесе ертÿçĕ куллен тăрăшать, коллектива та хавхалантарса пырать. Ыран вăл хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Çуралнă кунпа саламласа эпир ăна çирĕп сывлăх, ăнăçу, вăй-хăват сунатпăр.
«Путене» ача сачĕн коллективĕ.