16 ноября 2011 г.
Электронлă çĕнĕ справочник пулĕ
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем «Электронлă Правительство» туса хурассипе, çĕнĕ информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртсе пырса çынсен кулленхи пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе бюджет организацийĕсем умне пысăк задачăсем лартаççĕ. Республикăра бюджет организацийĕсем хушшинче электронлă документ çаврăнăшне йĕркеленĕ. Электронлă муниципаллă услугăсем парассине йĕркелессипе ĕçсем пыраççĕ. Нумай предприятисемпе организацисем асăннă системăпа анлăн усă кураççĕ, хăйсен электронлă почта ещĕкĕсене тата сайчĕсене уçаççĕ.
Пур ĕçсене те кирлĕ пек туса пыма пире хальхи вăхăтра электронлă адрессемпе Web-сайтсен корректлă та актуаллă справочникĕ кирлĕ. Ку вăл кирлĕ информацие çийĕнчех илме е пĕлтерме май парать. Çав тĕллевпе 2009 çулта районăн телефон справочникне кăларнă чухне унта предприятисемпе организацисен электронлă адресĕсемпе Web-сайчĕсене те кĕртнĕ. Кун пек справочникех район администрацийĕн официаллă сайчĕ çинче те пур (wwwĕmorgauĕcapĕru).
Анчах та даннăйсем кунсерен тата сехетсерен тенĕ пекех улшăнса тăраççĕ. Çавăнпа та пĕрлехи вăйпа предприятисемпе организацисен, харпăр хăйсен предприятийĕсен электронлă адресĕсемпе Web-сайчĕсен адресĕсен Онлайн электронлă справочникне йĕркелес ыйту тухса тăчĕ. Йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса парассине район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕ хăйĕн çине илет. Справочник тулли тытăмлă тата унти информаци тĕрĕс пуласси предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен килет. Ку вăл пур организацисене те, вăл шутра федераллă структурăсене те пырса тивет. Çывăх вăхăтрах сире info@morgauĕcapĕru электронлă адрес çине аяларах илсе кăтартакан формăпа хăвăрăн предприяти пирки информаци ярса пама ыйтатпăр.
Справочник Интернет сечĕпе усă куракансемшĕн пурин валли те уçă пулĕ. Вăл район администрацийĕн wwwĕmorgauĕcapĕru официаллă сайчĕ çинче пулĕ. Сирĕн сĕнÿсене кура унти даннăйсене çĕнетсе тăрăпăр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-8-96.
В. ЛАВРЕНТЬЕВ,
район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ.