Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă, тимлĕ пулăр!

16 ноября 2011 г.

Асăрхануллă, тимлĕ пулăр!

Çамрăк кĕрнеклĕ арçынсем (20–40 çулхисем) çынсенчен тĕрлĕ пулăшу ыйтма пултараççĕ: вăхăтлăх хваттере яма, машина вăхăтлăх арендăна илме, вĕсене кĕсье телефонĕ е SIM-карта сутма, пĕр-пĕр хатĕре е япалана йăтса пулăшма. Вĕсем вокзалсене, магазинсене, кинотеатрсене тата нумай çын пулакан ытти вырăна çитме тăрăшаççĕ, мина тата сирпĕнекен ытти хатĕрсен муляжĕсене пăрахса хăвараççĕ. Аптекăсемпе магазинсенче хими хатĕрĕсене пысăк калăпăшпа туянма пултараççĕ. «Диверсантсем» тĕрлĕ учрежденипе интересленме те, сăн ÿкерчĕксем тума та ÿркенмĕç. Хăйсене мигрантсем тесе ĕçе вырнаçма та пикенĕç.

Вĕренÿ ноябрĕн 20-мĕшĕччен пырать. Вăл 2013 çулта Хусанта ирттерме палăртнă Универсиадăпа çыхăннă. Вĕрентÿ пирĕн республикăра терроризм хÿтлĕхĕ мĕнле шайрине кăтартса парĕ: право сыхлакан органсен ĕçĕ кăна мар, граждансен асăрханулăхĕпе тимлĕхĕ те куç умне тухĕ. Çавăнпа та «диверсантсен» ретĕнче пулма пултаракан çынна асăрхасан çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле: 02 е 62-6-67.

РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика