Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхи вăхăтри «эпидеми»

16 ноября 2011 г.

Хальхи вăхăтри «эпидеми»

Сахăр диабечĕ – вăраха каякан йывăр чир. Унпа чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Сахăр диабечĕпе чирлени чĕре тымарĕсене, пуç мимине, ал-урасене, пÿресене, куç сетчаткине те пырса тивет. Вĕсем йĕркеллĕ ĕçлеме пултарайманни вара миокард инфаркчĕ е инсульт, гангрена е суккăр пулас хăрушлăх патне çитерме пултарать.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ палăртнă тăрăх тĕнчере кашни 10 çеккунтра сахăр диабечĕпе чирлĕ çын вилет. Çапла вара – çулсерен 4 миллион çынна яхăн.

Мĕн-ха вăл диабет; Çын организмĕ хăй тĕллĕн инсулин кăларма пултарайманнипе (ачасен) тата ăна çителĕксĕр кăларса тăнипе (аслисен) пуçланать çак чир.

Пĕрмай çăвар типни, ĕçес килни, час-часах çăмăллипе тула каяс килни, ÿт-пÿ йывăрăшĕ чакни, тĕрлĕ инфекцие çăмăллăнах çаклатни – эсир диабетпа чирлине пĕлтерме пултаракан паллăсем. Çак чирпе кашниех аптăрама пултарать, уйрăмах 40 урлă каçнисем. Ÿт-пÿ йывăрăшĕ виçерен ытлашши, çын питĕ самăр пулни те сахăр диабетне çул парать. Кунсерен сахал хускану туни, çемьере çак чирпе чирлекенсем пурри те шутлаттармалла. Пепке 4 килограмран пысăкрах виçепе çурални (е ача кĕтнĕ вăхăтра хĕрарăм хăй диабетпа аптăранă), организмра холестерин нумаййине палăртнă пулсан тата юн пусăмĕ пысăкки – çаксем те чир аталанма пултарнине кăтартаççĕ. Чĕре тымарĕн чирĕсем те сахăр диабечĕпе чирлес хăрушлăха пысăклатаççĕ.

Чир пуррипе çуккине тĕрлĕ майсемпе тĕрĕслесе пăхма пулать. Чи ансат мел – юн пани. Анализ юнри сахăр 11 ммольŸл шайран пысăкрах пулнине кăтартать пулсан çын сахăр диабечĕпе чирлĕ пулма пултарассине пĕлтерет. Глюкометрпа та (аптекăсенче сутаççĕ) çак шая тĕрĕслесе пăхма пулать.

Эндокринологсем пĕлтернĕ тăрăх нумайăшĕ хăйсем сахăр диабечĕпе чирлине пĕлмеççĕ те. Çавăнпах чир аталанать. Апла пулсан хăвăрăн врачпа канашласа чире вăхăтра асăрхаттарма тăрăшмалла. Ÿт-пÿ йывăрăшне пĕчĕклетессипе, тăтăшах хусканусем тăвассипе çине тăрса ĕçлемелле. Йĕркеллĕ апатланмалла: пылак, чустаран хатĕрленĕ тата çуллă апат вырăнне ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, пăтă çимелле. Çакна аслă ÿсĕмрисен тата тăвансем хушшинче диабетпа чирлекенсем пуррисен уйрăмах çирĕп пăхăнмалла.

Сахăр диабечĕпе чирлисем хăйсен сывлăхне контрольлесе тăраççĕ пулсан вĕсем чирлĕ маррисенчен те нумайрах пурăнма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен çак чир сахăр шайне, холестерин, юн пусăмне тĕрĕслесе тăма, эрех-сăрапа, пируспа сыв пуллашма тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнма ыйтать. Чир тĕлĕшпе консультаци кирлисем яланах эндокринолог врач патне пыма пултараççĕ.

Т. ШАРИКОВА,

эндокринолог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика