Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв – çĕнĕ залра

16 ноября 2011 г.

Уяв – çĕнĕ залра

Иртнĕ кунсенче «Солнышко» ача садне çÿрекен ачасем те кĕр ĕçĕсем вĕçленнине юрă-ташăпа уявларĕç. Кăçалхи уяв тин çеç юсаса çĕнетнĕ капăр музыка залĕнче савăнăçлăн кĕрлерĕ. Юсав ĕçĕсене вара ачасен ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе пурнăçлама май килчĕ. Ачасем те, кунта ĕçлекенсем те уншăн питĕ савăнаççĕ, ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав тăваççĕ. Кĕрхи уявра вара илемлĕ залсăр пуçне ачасене Кĕр Патши, пахча Катемпийĕ, Вăрман мучипе ытти чĕр чунсем килсе савăнтарчĕç. Икĕ-виçĕ çулхисем юрласа ташланисĕр пуçне вăйăсем те вылярĕç. «Кам чи малтан пахча çимĕç пуçтарать» ятлă ăмăртура шăпăрлансем вăй хурсах тăрăшрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарни курăнчĕ çакăнта. Е.П. Любимова йĕркелесе пынă уяв ачасене килĕшрĕ. Халĕ вĕсем Хĕл Мучипе тĕл пулма хатĕрленеççĕ.

С. Гусева,

воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика