16 ноября 2011 г.
Пурнăçра лайăххи ытларах
Çулсерен ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш кĕçнерни кунĕнче тĕнчери чылай çĕр-шывра пирус туртнипе килĕшмен куна паллă тăваççĕ. Ăна 1977 çулта Америкăри шыçă чирĕсене хирĕç кĕрешекен общество пуçарнипе ирттереççĕ.
Çыннăн яланах суйлама ирĕк пур. Вăл пурнăç тăршшĕпех пирус туртса пурăнма та пултарать, ÿпкесене çав тĕтĕм-сĕрĕмрен май пур таран сыхласа пурăнма та. Иккĕмĕш тĕслĕхĕ паянхи кун ыйтнине тивĕçтерет, пурнăçа тăсма пулăшать. Апла пулсан пуласлăх пирки шутлакан çыннăн пирус туртма пăрахмаллах.
Кирек кам та пирус туртма пăрахма пултарать. Ăна пурнăçлама йывăр мар.
Чи малтанах акă мĕн ăнланса илмелле: «пăрахмалла» сăмах нимĕнле ырă самантпа та уйрăлмалла тенине пĕлтермест. Пачах хирĕçле – çапла тусан сире лайăх кăна (сывлăх тĕлĕшпе те, укçа-тенкĕ перекетленессипе те).
«Тепĕр пирус, хыççăн... пăрахатăп» темелле мар. Ку татах та тăсăлма пултарать. Пирус туртма пăрахасси çинчен хăвăра валли йышăну турăр пулсан урăх пĕр пирус та çăвара ан хыпăр.
Туртакана ăмсанмалли нимĕн те çук, ăна шеллемелле кăна. Туртманнисемпе танлаштарсан унăн тĕрлĕ чир-чĕр ытларах çеç. Чирсене пула лайăххи сахалрах. Эсир наркомана ăмсанмастăр вĕт-ха. Кунта та çавăн пекех.
Туртма пăрахма шутларăр пулсан çак йĕркене пăхăнмалла. Сирĕн çумăрта нихăçан та пирус ан пултăр. Туртакансемпе тĕл пулассинчен сыхланма кирлĕ мар. Хăвăра тĕрĕслетĕр кăна. Пирус туртма пăрахнипе пурнăç йăлине улăштармалла мар. Çавăн пекех ĕçлемелле, канмалла, савăнмалла тата ытти те. Вара ăнăçу кĕттермĕ.
Л. Иванова,
психиатр-нарколог.