16 ноября 2011 г.
3-мĕш ачашăн – 100 пин тенкĕ
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев «Республикăри ача амăшĕн (çемье) капиталĕ çинчен» Указа алă пуснă. Патшалăхăн хушма пулăшăвĕ 100 пин тенкĕпе танлашать. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăри ача амăшĕн капиталĕн укçине виççĕмĕш ача çуратакан е усрава илекен ашшĕ-амăшĕ илме пултарĕ.
Халĕ çемьере иккĕмĕш е хыççăнхи ача çуралсан ача амăшĕн (çемье) капиталĕ шучĕпе федераллă бюджетран укçа уйăрса параççĕ. 2011 çулта унăн виçи 365698,4 тенкĕпе танлашать. Республикăри ача амăшĕн (çемье) капиталĕ вара – 100 пин тенкĕ. Нумай ачаллă телейлĕ çемьесене çур миллион тенкĕне яхăн патшалăх пулăшăвĕпе саламлама та юрать.
Палăртса хăвармалла. Çулсерен Чăваш Енре кун пек 2 пине яхăн ача çуралать. 2015 çул тĕлне вĕсен виçи 2,5–3,0 пине çитмелле. Ку пĕтĕм укçа-тенкĕпе е унăн пайĕпе çемьесем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачисене вĕрентме, кунпа пĕрлех хăйсен пенси шайне ÿстерме усă курма пултарĕç