16 ноября 2011 г.
Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн
Ĕнер ЧР Президенчĕ М.В. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕ тата республика халăхĕ ячĕпе «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырупа тухрĕ.
Вăл республикăн мĕн пур ĕçченĕсене юлашки икĕ çулта экономикăна кризисран кăларассипе çине тăрса ĕçленĕшĕн тав турĕ. 2010 çулта экономика параметрĕсем пур енĕпе те çирĕппĕн ÿссе пынине палăртрĕ.
- Эпĕ 2011 çулта экономикăна кризисченхи шая кăларма задача лартрăм, - терĕ Президент, - цифрăсем пысăк пулин те эпир ăна пурнăçларăмăр. Пĕтĕмĕшле регион продукчĕн калăпăшне 199 млрд. тенке çитерме палăртрăмăр пулсан, чăннипе вăл 200 млрд. тенкĕрен кая мар пулать. Тĕп капитала инвестицисем хывасси - 55 млрд. тенкĕрен кая мар.
Республика ял хуçалăхĕшĕн çак çул уйрăмах тухăçлă пулчĕ. Ял хуçалăх производствин индексĕ 9 уйăхра 134,8 процентпа (Раççейĕпе – 115,9 процент) танлашрĕ.
Президент Çырура çынсен пурнăçне лайăхлатассипе малашне тата ытларах ĕçлеме кирлине палăртрĕ. Тĕп тĕллевсем – сывлăха сыхлас ĕç тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферисене çĕнетсе улăштарасси, вĕрентĕве, культурăна, строительствăна тата Чăваш Ен экономикине пĕтĕмĕшле çĕнĕлле аталантарасси, çапла майпа çынсен пурнăç шайне хăпартасси.
- Пире вăйлă Раççей кирлĕ. Пирĕн вăй – халăх пĕрлĕхĕнче. Раççей пĕрлĕхĕнче – пуласлăх, тăван Чăваш Ен тата унта пурăнакансен пуласлăхĕ, - терĕ Президент.