12 ноября 2011 г.
Вĕсем инçетри яла васкаççĕ
Çĕр-шывра халăхăмăр сывлăхĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçланине хаçатра вуланисĕр тата телевизорпа пăхнисĕр пуçне кулленхи пурнăçра та яр уççăнах тĕл пулма пуçларăмăр. Халĕ каланине Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ больницăн васкавлă пулăшу уйрăмне кĕрсен те тÿрех асăрхатăн. Васкавлă пулăшу ушкăнĕ пĕрремĕш шăнкăравпах çула тухма хатĕр ларать.
– Йывăр ĕçре сывлăха хавшатни те, тĕрлĕ чир-чĕр тыткăнне лекни те кашнинпех пулма пултаракан пулăм. Кун пек чухне эпир пулăшу ыйтакана титвĕçлĕ пулăшу пама яланах хатĕр. Пулăшу вăхăтлă пулсан – ытларах чухне çапла килсе тухать те – чирлĕ çынпа пĕрле хĕпĕртетпĕр, – каласа парать ĕç кунĕ пуçланнă май васкавлă пулăшура 10 çул ĕçлекен Николай Зинов водителĕн юн пусăмне виçнĕ май Алексей Одинцов аслă фельдшер. Алексей Анатольевич васкавлă пулăшу уйрăмĕнче 21 çул вăй хурать. Ăсталăхне кура ăна аслă категори панă. Обществăлла ĕçре те хастар, А. Одинцов Ильинка ял тăрăхĕн депутачĕ те.
А. БЕЛОВ.